Яваплăха туять

Категория: Общество Опубликовано: 31.01.2025, 15:08 Просмотров: 36

Муниципалитет округĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче яваплă çамрăксем тăрăшни хамăр тăрăхри йĕрке хуралĕ çирĕп алăрине çирĕплетет. Малти вырăнта участокри инспекторсем тăраççĕ. Сăн ÿкерчĕкре эсир Турай, Чуманкасси, Москакасси, Оринин территори пайĕсемпе ĕçлекен участок инспекторне Алексей Лебедева куратăр.

Вăл вăтам шкул хыççăн Чăваш ял хуçалăх академийĕнче инженера вĕреннĕ. Раççей çарĕнчи служба хыççăн Алексей Игоревич РФ ШĔМĕн Муркаш пайне участковăй пулса ĕçлеме вырнаçнă. Участок инспекторĕ хăйĕн яваплăхне ăнланнине вăл çак вăхăтра тивĕçнĕ Хисеп грамотисем те çирĕплетеççĕ. Малашлăха пăхаканскер кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăчĕ. «Ку чыс яваплăрах ĕçлеме хавхалантарать», – терĕ полицин аслă лейтенанчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6