Комплекслă программа пулăшнипе Муркаш тăрăхĕ çĕнелĕ

Категория: Общество Опубликовано: 31.01.2025, 15:06 Просмотров: 27

Муркаш округĕнче инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнине тишкернĕ. Ларăва регион ертÿçин пулăшаканĕ Александр Шкредов ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ хутшăннă. Ларура 2025 – 2030 çулсем валли йышăннă Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине сÿтсе явнă. Округ пуçлăхĕ Алексей Матросов палăртнă тăрăх, Муркаш округĕпе программăна 2 проект-драйвер кĕртнĕ. Пĕрремĕшĕ, Лантăш тăрăхĕнче агротехнопарк тата пурăнмалли çурт-йĕр кварталĕ йĕркелесси. Иккĕмĕшĕ, Атăл шывĕн хĕрринче Ильинка тата Васильевка выççăлкки çывăхĕнче туристсен кластерне аталантарасси.

Асăннă программăсен шутне темиçе хушма программа кĕрет: «Территория дома отдыха «Ильинский», «Парк активного отдыха», «Туристический комплекс с лодочной станцией», «Благоустройство вокруг Старейшины чувашских дубрав – самого крупного дуба в Чувашской Республике».

Муркаш округĕн инвестици профильне 2021 çулта туса хатĕрленĕ. Кунта 5 проект шутланать. Вĕсенчен иккĕшĕ республикăри комплекслă программăна кĕнĕ: «Строительство высокотехнологического хаба с функциями низкотемпературных и обычных складов, цехов по первичной переработке и фасовке продукции АПК» тата «Организация прибрежной зоны отдыха и сопутствующими объектами инфраструктуры гостеприимства (кафе, места отдыха, рыбной ловли, прогулками по воде и т.д.)». Унсăр пуçне республикăри комплекслă программăна 20 инвестици проекчĕ кĕнĕ. Вĕсене те ларура тĕплĕн сÿтсе явнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, 2025 – 2030 çулсем валли йышăннă Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи пĕтĕм республикăна çĕнелме пулăшмалла. Çав шутра – Муркаш округне те. Муркашсен палăртнине пурнăçлассипе кăмăлĕсем çирĕп. Çанă тавăрса ĕçе Тытăнмалли çеç юлать

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6