Тунтикунхи планеркăра иртнĕ çул «Пушкин карттипе» усă курнин итогĕсене пăхса тухнă, кăçал валли çĕнĕ тĕллевсем палăртнă. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ. Пирĕн республика ку енĕпе аван ĕçлет. Иртнĕ çул «Пушкин карттипе» культура учрежденийĕсем 405 пин билет сутнă, 162 млн тенкĕлĕх. «Пушкин карттипе» шкул ачисемпе çамрăксе усă кураççĕ. Çапла майпа вĕсем культура мероприятийĕсене тÿлевсĕр хутшăнма пултараççĕ.
Культура учрежденийĕсем вара укçа-тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Çавăнпа пĕрлех çамрăк ăрăва çĕршыв историйĕпе, наци йăли-йĕркипе паллаштарма, вĕсенче патриотлăх туйăмне аталантарма, воспитани пама май парать, тенĕ регион ертÿçи.
Август 2026 |
