Россельхозцентрăн регион уйрăмĕн специалисчĕсем çапла çирĕплетеççĕ: акса хăварнă тырă-пулă калчин 94,3 проценчĕ лайăх хĕл каçать.
– Çапла лайăх тухăç илессе шанма пулать, – тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче. Уйрăмах калча Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Шупашкар, Шăмăршă тата Тăвай округĕсенче лайăх упраннă.
Республикăри Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çĕр ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене 80 пин гектар çинче акса хăварнă. Калча епле хĕл каçнине сăнаса тăраççĕ. Çитменнине хĕл кунĕсем пулин те юр сахал тата çанталăк ăшă тăрать.
Август 2026 |
