Раççей Президенчĕ Владимир Путин инфляцие кура социаллă тÿлевсене ÿстерме кирлине палăртрĕ. Кун пирки вăл экономика ыйтăвĕсемпе ирттерекен канашлура каларĕ. Кăçал амăш капиталĕ пĕрремĕш ачашăн 690,3 пин тенкĕ таран, иккĕмĕш тата хыççăнхи ачасемшĕн 912,2 пин тенкĕ таран ÿсет. Ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан тÿлев 26,9 пин тенкĕпе танлашать.
Вăрçă участникĕсене, чернобылецсене, инвалидсене паракан тÿлевсем те хăпараççĕ. Страхланă пенси те ÿсет.
Август 2026 |
