Вĕçсем, кăвакарчăнăм,
Тĕнче хĕррине.
Çитерсемччĕ, ангелăм,
Чăваш саламне.
В. Макарова.
Вăхăт шыв юххи пек чупать. Акă ĕнтĕ 2025 çула та кĕтĕмĕр. Çĕнĕ çул Раштав уявĕпе пуçланчĕ. Кăшарни уявĕ çитиччен ĕлĕк ача-пăча, хĕрсемпе каччăсем çветке чупнă. Хальхи вăхăтра эпир çак йăла-йĕркесем пирки ватă çынсем каласа панинчен е тĕрлĕ кĕнеке урлă çеç пĕлетпĕр. Çут çанталăк саккунĕ тăрăх кирек хăш халăх та хăйĕн чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлмелле тата ăна упрамалла. Тĕп хуламăрти вĕренÿ институчĕ çак ыйтусем çине юлашки çулсенче пысăк тимлĕх уйăрать. Акă тин çеç Сурхурипе Кăшарни уявĕсен чăвашла çырса йĕркеленĕ сценарисен конкурсне ирттерчĕ. Унта эпĕ те, «Золушка» ача садĕнчи музыка ертÿçи, хаваспах хутшăнма килĕшрĕм. Сценари хатĕрленĕ май, православи темипе килĕшÿллĕн «Рождественский теремок» ятлă юмаха куçарма тÿр килчĕ. Юмаха театр ушкăнне çÿрекен ачасемпе лартса, ăна ÿкерсе курав туса кăлартăмăр. Ачасен аталанăвĕ çине эпир ĕçтешсемпе питĕ тимлĕ пăхатпăр. Ăс-тăн тата творчество аталанăвĕсĕр пуçне чун апачĕ те кирлине манмастпăр. Çакна шута хурса кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕрти чиркÿри Рустик аттене тĕл пулăва чĕнтĕмĕр. Вăл ачасене Раштав уявĕ çинчен ăнлантарса пачĕ, тĕрлĕ ыйту çине хуравларĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, юлашки çулсенче патриотика ыйтăвĕ те çивĕч тăрать. Паллах, мĕн пĕчĕкрен тимлесе вĕрентсе пырсан кăна Тăван çĕршыва юратакан çынсем çитĕнĕç.
Асăннă тĕл пулăва Украинăра виçĕ çул çар тивĕçне пурнăçлакан Геннадий Волков та хутшăнма кăмăл турĕ. Ачасене кирлĕ сĕнÿсем пачĕ.
Шăпăрлансем Раштав уявĕ тата Тăван çĕршыв çинчен сăвă-юрă шăрантарчĕç.
«Çакă çутă тĕнчере,
Мирлĕ пурăнасчĕ.
Лăпкă пултăр тÿпере,
Вăрçă курас марччĕ.
Ачасем çапла юрланине пирĕн, аслисен, тĕпе хурасчĕ. Ашшĕ-амăшĕсен те, вĕрентекенсен те пĕрле пĕр шухăшлă пулса ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстересчĕ.
Вера Макарова , «Золушка» ача сачĕн музыка ертÿçи.
Август 2026 |
