Муниципалитет округĕнче тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Вĕсене хутшăнакансем йышлă пулни Муркаш тăрăхĕнче спортпа туслă çынсем пурăннине çирĕплетет. Халĕ калани кашни ăмăртурах куç умне тухать. Округри йĕлтĕрçĕсем хушшинче çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне халалласа муниципалитет округĕн кубокĕшĕн ирттернĕ эстафета ăмăртăвĕ те маларах каланинчен айккинче юлмарĕ.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна хамăр округра çул парса иртнĕ эрнере йĕлтĕр базинче Муркаш муниципалитет округĕн кубокĕшĕн шкулсемп предприятисенчи, организацисемпе учрежденисенчи, территори пайĕсенчи йĕлтĕрçĕсен эстафета ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта йĕлтĕрçĕсем йышлă пулни ырă йăлана кĕнĕ ăмăртăва пурте кĕтнине çирĕплетрĕ. Ăмăртăва çитнĕ командăсене регистрациленĕ хыççăн Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов йĕлтĕрçĕсене ырă сунса ăмăртăва тухма ирĕк пачĕ.
– Пирĕн округ территорийĕнчи ĕç тата вĕренÿ коллективĕсенче сывă пурнăç йĕркине тытассине тĕп вырăна хураççĕ. Çавăнпах округри кашни спорт ăмăртăвнех халăх йышлă хутшăнать. Аслă ÿсĕмри спортсменсенчен çамрăксем тĕслĕх илни савăнтарать. Паянхи финиш кăтартăвĕсем те халĕ калинине çирĕплетĕç, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче Алексей Николаевич. Спорт уявĕнче пурин дистанцийĕ те 1 км пулчĕ. Арçынсем хушшинчи ертÿçĕсен чупăвĕнче патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхне Алексей Сорокина çитекенни пулмарĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – Орининти вăтам шкул ертÿçи Николай Щукин тата Юнкă территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей Самуков. Хĕрарăмсем хушшинчи ертÿçĕсен ăмăртăвĕнче финиша пуринчен малтан Ярапайкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Олимпиада Веселова, Хорнуй территори пайĕн ертÿçи Манефа Колесникова тата Муркаш территори пайĕн командинчи Зинаида Васильева çитрĕç.
Шкул ачисем хушшинчи ăмăртусем те хĕрÿ пулчĕç. Аслă ушкăнта вĕренекенсем хушшинче Çатракасси, Калайкасси, Муркаш вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулчĕç. Çатракассинчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Карина Григорьева хăйĕн дистанцийĕнче чи маттурри пулчĕ. Вăтам ушкăнти шкул ачисем хушшинче Муркашри вăтам шкул команди çĕнтерчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – çатракассисемпе ярапайкассисем. Предприятисемпе организацисем, территори пайĕсем хушшинчи ăмăртура округри çамрăксен парламенчĕн командине çитекенни пулмарĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
