Пурнăçне яла халалланă мăшăр

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2025, 13:50 Просмотров: 22

Пан улми йывăççинчен аякка ÿкмест тесе Альбина тата Алексей Васюхинсем пиркиех каланă-тăр. Виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕскерсем иртнĕ кунсенче хăйсен ылтăн туйне паллă турĕç.

Тÿрех каламалла, хисеплĕ мăшăр чаплă юбилее çывăх тăванĕсемпе тулли кĕрекере уявларĕ. Çак паллă кун Юрий, Владимир, Иван ывăлĕсем тăрăшнипе ĕç ветеранĕсен тулли пурнăçĕ пĕтĕмпех ума тухрĕ. Пурнăçа юратакан мăшăрăн куç хĕрри те шывланчĕ аса илÿ çăмхине сÿтнĕ чух.

– Юнкăпуçĕнчех пурăнакан Рикса Ивановна Шаламкова аппапа эпир атте-анне ятне тивĕçлĕ шайра тытас ĕмĕтпе ÿсрĕмĕр. Паян пирĕн хамăр пурнăçшăн пит хĕретмелли çук, – калаçăвне ачалăхран пуçларĕ аслă юлташăм.

1949 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче кун çути курнăскер ачаллах çĕр ĕçĕпе туслашнă. Вăтам шкул хыççăн çар службинче пулсан Алексей пысăк конкурс витĕр тухса Чăваш ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне вĕренме кĕрет. Аслă пĕлÿ илсен тăван районах таврăнать. Тĕрлĕ çулта вăл «Моргаушская» МСО-ра, «Новая Юнга» хуçалăхра партком секретарĕнче, 3 суйлав хуçалăх ертÿçинче, хыççăн Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче, Муркаш тата Элĕк районĕсемпе Патшалăх Канашĕн 1-мĕш суйлаври депутатĕнче тăрăшать. Çав вăхăтрах РФ Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службин академийĕнчен вĕренсе тухать. Мăн Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятине, Лапсарти чăх-чĕп фабрикине ертсе пынă хыççăн вăл тăван яла таврăнать. Тивĕçлĕ канăва тухичченхи çулсенче пирĕн ентеш предпринимательство ĕçне кÿлĕнет, тăван ялти «Ветеран» ПКФ» обществăна ертсе пырать. Унăн мăшăрĕ Альбина Викторовна ĕç ĕмĕрне «Моргаушская» МСОра тĕрлĕ должноçра ирттернĕ. «Лăпалса пурăнма вăхăт çук. Паян 9 мăнук пирĕнтен пурнăç урокĕ ыйтать. Ку вăл – пирĕн пурнăçăн черетлĕ картлашки», – терĕ ăшă кулăпа агроном пĕлĕвне илнĕ хĕрарăм.

Хуçалăх экономики малалла кайтăр тесе самай тимленĕ мăшăр паян ял çыннисен тав сăмахне тивĕç.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6