Муркаш район прокуратури 38 çулхи арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе çирĕплетнĕ. Çак çын РФ УК 112 статьян 2 пайĕн «з»пунктĕнче палăртнă йĕркене (умышленное причинение вреда здоровью средней тяжести, совершенное с применением предмета, используемого в качестве оружия) пăснă.
Арçын преступлени тунине палăртма сăлтав çителĕклĕ. Иртнĕ çулхи майăн 4-мĕшĕнче çак çын Мăн Сĕнтĕр ялĕн урамĕпе пынă. Унта вăл 25 çулхи арçынпа тĕл пулнă та хирĕçме пуçланă. Аслăраххи кĕçĕнреххине хĕнеме тытăннă, йывăç патакпа чылай хут тĕрлĕ вырăнтан çапнă. Медицина чĕлхипе çакна сывлăха вăтам сиен кÿнĕ тесе хаклаççĕ. Судра айăплă çын хăй преступлени тунине йышăнчĕ. Суд патшалăх айăплавçин пĕтĕмлетĕвне тĕпе хучĕ. Преступлени тунă çыннăн айăплавне çемçетме сăлтав пур. Çавна май пĕр çулталăк ирĕкрен хăтарас вăхăта çавăн чухлĕ условлă тапхăр панă, арçын çине ытти яваплăх та хунă.
Алексей Галахов , Муркаш район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.
Август 2026 |
