Муркаш район прокуратури вырăнта пурăнакан 41 çулхи арçыннăн айăплавне çирĕплетнĕ. Вăл РФ УК 157 статьян 1 пайĕнче палăртнă йĕркене (неуплата родителем без уважительных причин средств на содержание несовершеннолетних детей, если это деяние совершено неоднократно) пăсса преступлени тунă.
Суд ку ĕç пирки çапла палăртнă. Алимент тÿлеменшĕн çак çынна административлă яваплăха кĕртнĕ. Унăн çул çитмен икĕ ача тĕлĕшпе иртнĕ çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 29-мĕшĕччен алимент парăмĕ 80 пин тенкĕрен те иртнĕ. Çак укçана тÿлемесĕр пурăнма, яваплăхран пăрăнма унăн нимĕнле сăлтав та пулман. Арçын ку преступление пĕрре кăна мар тунă. Унăн унчченхи алимент парăмĕ вара 1 млн тенкĕрен иртнĕ. Суд ларăвĕнче парăмçă хăйĕн айăпне йышăнчĕ.
Суд патшалăх айăплавçин пĕтĕмлетĕвне, лару-тăрăва çемçетме май пуррине тата унчченхи çакăн йышши преступленишĕн айăплава татманнине шута илсе 6 уйăхлăх ятарлă ĕçе явăçтарма, ĕç укçин 10 процентне патшалăх шутне куçарма йышăннă. Суд приговорне пурнăçлама айăплă арçынна юсану центрне ямалла тунă.
Август 2026 |
