Кăпассене мĕн пăшăрхантарать?

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2025, 13:27 Просмотров: 51

Район хаçатне Юнкă территори пайĕнчи Кăпас ялĕнчи Тури тата Анатри урамсенче пурăнакансем çырупа тухрĕç. Вĕсене шыв башни çĕнетес ĕç тивĕçлĕ шайра пулманни пăшăрхантарать.

Ял çыннисем çырура тăватă ыйту хускатнă. Унта çапла çырнă:

1. Шыв башни юсама подрядчика кам тата мĕнле критери- сене тĕпе хурса суйлать, унти критерисем хушшинче «юлташ», «пĕлĕш», «кум», «кÿршĕ» пунктсем пур-и?

2. Мĕншĕн подрядчик пирки информацие (кам вăл, мĕнле документпа ĕçлет, лицензи пур-и унăн тата мĕнле ĕçсем валли) тата ĕç мĕнле пыни çинчен ялта пурăнакансен пĕлме ирĕк çук?

3. Подрядчика суйланă чухне мĕншĕн-ха ял çыннисен шухăшкăмăлне шута илмеççĕ?

4. Енчен те подрядчик тÿрĕ кăмăллă пулмарĕ тата çÿлерех асăннă ĕçе пурнăçланă чухне пурлăха сиенлетрĕ пулсан, яваплăха вара ял çыннисем çине хучĕ пулсан, экспертиза хакне камăн тÿлемелле? Çавăн пекех 2025 çул валли шыв башни улăштарас программăна мĕнле лекме пулать, эпир пĕлнĕ тăрăх, çак программăна 2026 çулччен тăснă». Çыру вĕçĕнче 35 çыннăн хушамачĕ тата алă пусса çирĕплетни пур. Ку çырăва Муркаш муниципалитет округ администрацине çитертĕмĕр. Унтан эпир çакăн пек хурав илтĕмĕр: «Пĕрремĕш пункт тăрăх. Ĕç пурнăçлама подряд организацине заказчик (Чăваш Республикин Муркаш муниципалитет округĕн территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин управленийĕ) 2013 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнчи 44-ФЗ «О контрактной системе в сфере закупок товаров, работ, услуг для обеспечения государственных и муниципальных служб» саккунĕпе килĕшÿллĕн палăртать.

Бюджет эффективлăхне тĕпе хурса Кăпас ялĕнче шыв башнин ĕçĕсене услугăшăн чи пĕчĕк хак пама килĕшнĕ подрядчика суйланă. 2022 – 2024 çулсенче çак подрядчик Муркаш округ территорийĕнче муниципалитетăн 15 контрактне 34,5 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă. Çак ĕçсен калăпăшĕ подрядчикăн ку тĕлĕшри ĕç ăсталăхне çирĕплетет.

Иккĕмĕш пункт тăрăх. Ял çыннисем подряд организацийĕ пирки информацие Юнкă территори пайĕнче пĕлме пултараççĕ. Килĕшÿ тăрăх ĕç пурнăçланă чухне объектри хăрушсăрлăхпа подряд организацийĕ тивĕçтерет. Хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессинче çавăн пекех объекта виççĕмĕш ене (килĕшÿ енĕ мар пулсан) кĕртмелле марри те пур.

Виççĕмĕш пункт тăрăх. Ял çыннисем должноçри ĕçченсем мар, вĕсен тивĕçлĕ полномочи çук, çавăн пекех обязательство тăрăх яваплăх та çук, унпа танах ĕç пурнăçлассипе подрядчика суйлама та.

Тăваттăмĕш пункт тăрăх. Енчен те пурнăçланă ĕç пахалăхĕ тивĕçтермест, иккĕлентерет е пурлăха сиенлетни пур пулсан, ял çыннисем ĕç пахалăхне палăртассипе тата пурнăçланă ĕçе йышăнма Юнкă территори пайĕн должноçри ĕçченĕсем патне ыйтупа тухма пултараççĕ.

Должноçри ĕçченсем çÿлерех асăннă фактсене çирĕплетеççĕ пулсан кирлĕ ĕçсене тума тата юрăхсăра тухнă оборудованин экспертизине ирттерме тивет».

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6