Пенсисем ÿсрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2025, 13:23 Просмотров: 18

Чăваш Енте пурăнакан 300 пин ытла çыннăн страхлав пенсине 7,3 процент чухлĕ индексацилерĕç. Çавна май ватлăха пула паракан страхлав пенсийĕн вăтам виçи пирĕн республикăра 1,8 пин тенкĕ чухлĕ ÿссе 22,8 пине яхăн тенкĕпе танлашрĕ.

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ ватлăха пула паракан страхлав пенсине индексациленипе пĕрле инвалида тухнишĕн тата çемьене тăрантаракана çухатнишĕн паракан пенсисене те индексацилерĕ. Индексаци ĕçлекен пенсионерсене те пырса тиврĕ. ÿсĕм унчченхи индексацисене шута илнипе пенси индексацийĕн калăпăшĕ чухлĕ хăпарчĕ. Çакă республикăра ĕçлекен пур пенсионера та пырса тиврĕ. Ĕçлекен пенсионер ĕç пăрахсан ăна Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ хушма пенси ÿсĕмĕ парать, унчченхи индексацисене те шута илет. Январьти индексаци Чăваш Енти 327 пин ытла пенсионера пырса тиврĕ. Пĕр вăхăтрах индивидуаллă пенси коэффициентне те, страхлав пенсийĕ çумне паракан фиксированнăй тÿлеве те 7,3 процент ÿстернĕ. Индивидуаллă пĕр пенси коэффициентне 133,05 тенкĕрен 142,76 тенкĕне çитернĕ, страхлав пенсийĕ çумĕнчи фиксированнăй тÿлев 8134,88 тенкĕрен – 8728,73 тенкĕ. Çĕнĕ çул уявĕсем пулнăран чылай пенсионер индексациленĕ пенсие унчченхи вăхăтран маларах илме пултарчĕ. Уяв умĕнхи тÿлев банк урлă илекенсене пырса тиврĕ.

Çĕнĕ çул уявĕчченхи тÿлев иртнĕ çулхи декабрĕн 28-мĕшĕччен республикăри 94 пин ытла пенсионер патне çитрĕ. Индексациленĕ пенсие кăçал почта уйрăмĕсем унчченхи графикпах çитерсе парĕç. Пенси укçине почта урлă çитересси январĕн 3-мĕшĕнчен пуçланчĕ, январĕн 25-мĕшĕччен пырать. Енчен те 2024 çул пĕтĕмлетĕвĕпе инфляци индексаци тунă 7,3 процентран пысăкрах пулсан правительствăн Раççей Социаллă фонд бюджечĕ пирки калакан саккунĕ тăрăх страхлав пенсийĕн хушма ÿсĕмне тума ирĕк пур.

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6