2025 çул кашни çыншăн питех те паллă çулталăк, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине паллă тăватпăр. Çак синкер кашни кил-çурта килсе шакканă, тÿрленейми суран хăварнă. Çавна май Раççей шайĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлекенĕн çулталăкĕ, Чăваш Енте Çĕнтерÿ тата патриотлăх çулталăкĕ пуçланчĕ.
Çак юбилейлă çулталăкра тепĕр çĕнтерÿ те пуласса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Ятарлă çар операцийĕ чылайăшне пырса тиврĕ, хăвăртрах пĕттĕрччĕ вăл, унта хутшăнакансем килĕсене чĕрĕ-сывă таврăнччăрччĕ.
Эпир хамăр хаçатра çĕршыв хÿтĕлевçисем пирки тата фронта пулăшакансем çинчен çырма тăрăшатпăр. Ку хутĕнче сăмах Йÿçкасси территори пайĕнчи Вадим Филиппов салтак пирки пулĕ. Вăл халĕ çĕршыв лăпкăлăхне ятарлă çар операцине хутшăнса сыхлать. Иртнĕ çул вĕçĕнче вăл тăван киле отпуска килсе кайрĕ. Çав вăхăтра пĕрле тĕл пулса калаçма май килчĕ. Çамрăк каччă çĕршыва хÿтĕлес тĕллеве лайăх ăнланать.
– Мана никам та хĕтĕртмен. Тĕплĕ шухăшланă хыççăн 2023 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче контракт çырса хам ирĕкпе вăрăм çула тухса кайрăм. Фронтра никама та çăмăл мар, пĕри, тепри каймасан, кам тăрĕ-ха çар ретне? Кил-йышпа уйрăлма та çăмăл мар. Хам çапла суйлав тунишĕн ÿкĕнместĕп. Çĕршыв чĕнет пулсан, каймалла, ăна хÿтĕлессинче манăн та, пысăках мар пулин те, тÿпе пур тесе шухăшлатăп. Хальлĕхе эпĕ рядовой салтак кăна-ха. Çар ĕçне хăнăхса çитрĕм, малтанах вĕренÿре пултăмăр, вăрманлă вырăнсене те хăнăхма, унта ĕçлеме тиврĕ. Халĕ эпĕ Краснояружск районĕнче, – çапла каласа пачĕ кĕске калаçура Студент хушма ятлă салтак.
Ку ят ун çумне ытла çамрăк пулнăран çыпăçнă ĕнтĕ. Вăл – çар ĕçĕн ветеранĕ, халĕ «Сура» уйрăм мотострелоксен батальонĕнче çапăçать. Хăй пирки ытла нумай сăмах ваклама юратманнине ăнлантăм эпĕ. Паллă ĕнтĕ, аякри тăрăхра тăван ен, çывăх çынсем ытларах аса килеççĕ. Вадим ашшĕ-амăшне Георгий Вениаминовичпа Татьяна Владимировнăна хăйне пăхса ÿстернĕшĕн, мĕн кирлипе тивĕçтернĕшĕн тав тăвать. Халĕ акă каччă ÿссе çитсе пурнăç çулĕ çине тăнă, çĕршыва юрăхлă çын пулнă. Çакă мари-ха çыннăн тивлечĕ? Салтакпа калаçсан хамăн та чун-чĕре çĕкленчĕ.
Вадим Йÿçкасси шкулĕнче вĕреннĕ. Вăл хăйĕнчен спорт енĕпе вăхăтра çирĕп ыйтнăшăн шкулти физкультура учительне Полислав Николаевич Васильева тав тăвать.
– Шкулта ачана физкультурăпа çирĕп хатĕрлени чăн та пянхи кун кашни салтака питĕ кирлĕ. Çаврăнăçуллă та çивĕч пулмасăр çапăçу хирĕнче майĕ те çук тата питĕ хăвăрт чупни питĕ кирлĕ. Хамăрăн шкулти учительсене те вăхăтра ăс панăшăн тав тăватăп, – каласа парать салтак тивĕçне пурнăçлакан Вадим.
Кашни салтака Турри сыхлатăрччĕ, киле тĕрĕс-тĕкел çавăрса çитертĕрччĕ.
Август 2026 |
