Патшалăхпулăшăвĕпе – çурт-йĕре лайăхлатма

Категория: Общество Опубликовано: 17.01.2025, 10:03 Просмотров: 25

Чăваш Енте çăмăллăхлă ипотека кредичĕн программи малалла ĕçлет. Пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатмаллисен йышне кĕнĕ çынсене кăçал патшалăх туянакан пÿртĕн е хваттерĕн малтанхи хакĕн 20 процентне тÿлесе пулăшать.

Çакăн пирки калакан йышăнăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ. Республика бюджетĕнчен ку тĕлĕшпе усă курма 500 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Çакă 400 яхăн çемьен пурăнмалли çурт йĕр условине лайăхлатма пулăшĕ.

– Çăмăллăхлă программăпа çынсем анлăн усă кураççĕ. Иртнĕ çул республика бюджетĕнчен ку тĕлĕшпе 300 млн тенкĕ хушма укçа уйăрнă. Патшалăх пулăшăвĕ 254 çемье валли пулĕ. Çак вăхăт тĕлне 268 млн тенкĕлĕх 233 свидетельство пурнăçа кĕртнĕ, – пĕлтернĕ Чăваш Ен строительство министрĕ Михаил Коляда. 2021 – 2024 çулсенче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 1204 çемье хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатнă.

Постановлени çавăн пекех пĕр хутчен уйăракан тÿлеве тивĕçес ĕçе те ансатлатма май парать. Çуртйĕр тăвакан организаци халĕ кредит организацине укçа-тенкĕне тÿрремĕнех çитерме пултарать, укçана вăл хăй куçарса парать.

Çак программăпа çамрăк çемьесем, нумай ачаллă çемьесем, çар ĕçĕн ветеранĕсем, инвалидсем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем, патшалăх тата бюджет служащийĕсем, çавăн пекех хăш-пĕр категори граждансем усă курма пултараççĕ.

Заявлени йышăнма пуçласси пирки Чăваш Ен Строительство министерствин официаллă сайтĕнче пĕлтереççĕ. Регион пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн пек программăн ырă витĕмĕ пирки маларах каланăччĕ, наци проекчĕ шайĕнчи пулăшу çынсен пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма, регионта строительство секторне аталантарма пулăшать. Регионти çăмăллăхлă ипотека программи «Инфраструктура пурнăç валли» çĕнĕ наци проектне вăя кĕртме пулăшать. Ку наци проекчĕ «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» проект вырăнне пулĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6