Депутат тесен халăх интересĕшĕн, вырăнти пурнăçшăн тăрăшакан, вĕсен ыйтăвне татса парассишĕн тимлекен хастар та кăтартуллă çын ман ума тухать. Кун пек сăнар манăн асăмра ачаранах çырăнса юлнă. Депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕнче хастар депутатсем пулни савăнтарать, вĕсем вырăнти çыннăн интересне мала хуни тав сăмахне тивĕç.
Çак йыша эпĕ Москакасси тăрăхĕнчи Светлана Расколова депутата кĕртетĕп, унăн хастарлăхĕпе тăрăшулăхĕ куç умĕнче. Хăйне питех лайăх пĕлетĕп тесе каламастăп, тăрăшулăхĕ пирки самай пĕлетĕп. Москакассинчи Культура çуртĕнче ятарлă çар операцине халалланă муниципалитетсем хушшинчи патриотла юрăсен «СВОим посвящается» пĕрремĕш фестивалĕ асрах-ха, питех те çÿллĕ шайра иртрĕ вăл. Унта хутшăнакансем те, куракансем те çак мероприяти пирки хавхалануллăн калаçрĕç. Кашнин чунне пырса тивмелле пулчĕ çак ĕç. Проект пуçаруçи кам-ха? Светлана Расколова депутат, «Единая Россия» политика партийĕн Москакасси территори пайĕнчи пуçламăш организацийĕн секретарĕ. Çак фестивале «Единая Россия» политика партийĕн пуçламăш уйрăмĕсен чи лайăх обществăлла пуçарăвĕсен конкурсĕн виçинче йĕркелерĕç. Конкурс заявкине ноябрĕн 15-мĕшĕччен тăратмалла пулсан, москакассисем вара çав вăхăтра проекта та пурнăçларĕç. Гала-концерта Муркаш округĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕсемпе артисчĕсем кăна мар, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка округĕсенчи тата Мускав облаçĕнчи хастарсем хутшăнчĕç. Концертри кашни номер хамăр салтаксемпе мăнаçланнине кăтартса пачĕ. Кашниех çак фестиваль салтаксене çĕнтерÿпе таврăнма хавхалантарасса шанса тăчĕ.
Нумаях пулмасть эпир савăнăçлă хыпар пĕлтĕмĕр. «Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕ иккĕмĕш форум ирттерчĕ, иртнĕ çулталăка пĕтĕмлетрĕ. Унта Муркаш вырăнти уйрăмăн политканашăн пайташĕсем те хутшăнчĕç, вăл шутра – Москакасси территори пайĕнчи пуçламăш организацийĕн секретарĕ Светлана Расколова та.
Асăннă политика партийĕн пуçламăш уйрăмĕсен чи лайăх обществăлла пуçарăвĕсен конкурсне пĕрремĕш хут ирттереççĕ. Светлана Олеговнăн ятарлă çар операцине халалланă муниципалитетсем хушшинчи патриотла юрăсен «СВОим посвящается» пĕрремĕш фестивалĕн проекчĕ пĕрремĕш вырăна тухса çĕнтерÿçĕ йышне кĕнĕ. Москакассисене дипломпа тата 100 пин тенкĕлĕх сертификатпа чысларĕç.
– Пирĕн пуçарăва çапла çÿллĕ шайра хаклани – пĕрлехи ĕç. Çакă москакассисене татах та ытларах ĕçлеме хавхалантарĕ. Ку фестивале 2023 çултах йĕркелес шухăш пулнă-ха, майĕ килмерĕ. Иртнĕ çул вара ирттертĕмĕр, пысăк хак пачĕç, малашне те эпир ăна ирттересшĕн. Конкурс условийĕпе ытларах çынна явăçтармаллаччĕ, эпир ăна пурнăçларăмăр. Ушкăнсенче 20 – 30 çын таран та пулчĕ, чăн та чуна тивмелле. Хăшпĕр юрă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çуралнă, асаттепе ватă асаттесене çĕнтерме хавхалантарнă. Паян та вĕсем питĕ çивĕч шухăшлă. Москакассисем те йышлăн пулчĕç, «Шураппа», «Шуç .м» ушкăнсем, вырăнти шкул коллективĕ сцена çине тухрĕç. Паллах, эпĕ фестивале пĕччен ирттермен, пулăшакансем пулчĕç, пурне те тав тăватăп. Кашни хутшăнакан маттур пулчĕ. Ятарлă çар операцийĕ чылай кил-йыша пырса тиврĕ, çĕршыва хÿтĕлемеллех. Манăн иккĕмĕш тата виççĕмĕш сыпăкри пиччесем те унта хутшăнчĕç. Пĕрне илсе килсе пытартăмăр, тепри хыпарсăр çухалнисем шутĕнче. Çакă та мана тăрăшма хистет пулĕ. Çĕнтерĕвĕ хăвăртрах пултăрччĕ.
Фестивале ирттерме йĕркелÿ комитечĕ турăмăр. Ун йышĕнче çаксем пулчĕç: эпĕ, С. Григорьев, Г. Голубева, Е. Тимофеев. Чыслав укçипе вара малалла аталанăпăр эпир. Çапла манăн пĕчĕк ĕмĕт пурнăçланчĕ. Çак çул Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕпе паллă – Тăван çĕршыва хÿтĕлекенĕн çулталăкĕ. Ку енĕпе те эпир хăш-пĕр ĕç пурнăçлама палăртнă, – терĕ икĕ ача амăшĕ.
Малашне те Светлана Олеговнăна пысăк ĕç шаннă, Муркаш муниципалитет округĕнчи политика партийĕн пуçламăш организацисенчен ăна регион шайне хутшăнма суйланă, Муркаш округĕнчен пĕр çын.
Иртнĕ çулхи кĕркунне ĕçлĕ çул çÿревпе Москакассинчи строительство ĕçĕ пыракан ача садĕнче пулма тÿр килнĕччĕ. Хастар депутат унти ĕçпе тăтăшах паллашса тăнăран, пулас объект пирки ĕçлĕ делегацие хавхаланса каласа кăтартрĕ. Вырăнти çынсем каланă тăрăх, ача садне тума пуçласси пирки шăпах та çак хастар депутат Светлана Расколова халăхăн чун ыратăвне тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем патне ĕненÿллĕ те хăюллăн илсе çитернĕ, «пăр вырăнтан тапраниччен» тăватă çул вăл ача садне тума пуçлас ыйтăва хускатса тăнă. Çапла Москакасси тăрăхĕнче пурăнакансен пысăк ĕмĕчĕ кĕçех пурнăçланĕ.
Хамăр хаçатра муркашсем республика шайĕнче ÿсĕмлĕ ĕçленине çутатма питех те кăмăллă. Чи илемлĕ пикесен конкурсĕнче те муркашсем палăрчĕç. Маттурсем, муркашсем!
Август 2026 |
