«Муркаш» кафе йыхравлать

Категория: Общество Опубликовано: 17.01.2025, 09:35 Просмотров: 65

Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче Муркашра çĕнĕ кафе уçăлчĕ.

Муркаш райпо Канашĕн ертÿçи Борис Андреев каланă тăрăх, çĕнĕ кафе лаптăкĕ 500 тăваткал метра яхăн. Унăн тăваттăмĕш пайне апатлану залĕ йышăнать. Кунта 15 сĕтел вырнаçтарнă. Пĕчĕк зал та пур. Столовăйĕнче – хальхи çĕнĕ оборудовани. Çавăн пекех кунта пахча çимĕç тата çăнăх цехĕсем пур.

Кафе çуртне 9 уйăхра хăпартса лартнă. Ăна тума тата оборудовани туянма пĕтĕмпе 40 млн тенкĕ тăкакланă.

Борис Андреев кунта апатланакансене килĕшессе шанать. Столовăйĕнче пĕтĕмпе 11 çын ĕçлет. Вĕсем хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен ăста специалистсем. Кафе уçăлнă кун кунта Чăвашпотребсоюз Канашĕн ертÿçи Валерий Павлов, Муркаш округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов çитсе курчĕç.

– Çĕнĕ хитре çурт, шалта питĕ хăтлă, тутлă апат-çимĕç – çаксем пурте муркашсене те, округ центрĕн хăнисене те килĕшессе шанатпăр, – терĕç вĕсем.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6