Хаçат вулакан валли тухать

Категория: Общество Опубликовано: 17.01.2025, 09:32 Просмотров: 39

Раççей пичечĕн кунне çуллен январĕн 13-мĕшĕнче уявлаççĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн 1991 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.

Пĕрремĕш Петр император указĕпе 1703 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче пĕрремĕш вырăсла хаçат пичетленсе тухнă. Вăл «Ведомости о военных и иных делах, достойных знания и памяти, случившихся в Московском Государстве и во иных окрестных странах» ятлă пулнă. Патша реформăсем вăя кĕртес тата Раççей империйĕн хăватне çирĕплетес ĕçсенче хаçат çав тери кирлĕ хатĕр тесе шутланă.

Чăваш пичечĕн кунне 2000 çулхи январĕн 10-мĕшĕнчи «Чăваш пичечĕн кунĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн январĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче уявлаççĕ. Паллах, ăнсăртран мар.

Пĕрремĕш чăваш хаçачĕ «Хыпар» 1906 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Хусан хулинче пичетленнĕ. Ăна никĕслекенĕ тата пĕрремĕш редакторĕ пирĕн мухтавлă ентеш Николай Никольский пулнă. Вăл хаçат тивĕçне чăваш халăхĕшĕн ĕçлессинче курнă.

Паян республикăра вуншар хаçат, журнал кун çути курать. Вăл шутра – «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат та. Хаçатăн кăçалхи пĕрремĕш номерĕ 3841 тиражпа пичетленчĕ. Ку республикăри район хаçачĕсем хушшинчи пĕрремĕш кăтарту пулать. Хаçат вулакан валли тухать. Çавăнпа редакцин пысăк мар коллективĕ хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа, туллин пурнăçласа пырĕ.

Çапла тума пире хаçата вулакансем йышлăн çырăнса илни хистет тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.

Самана уттинчен юлмасăр редакци коллективĕ Интернет уçлăхне те парăнтарать. Пирĕн хыпарсемпе паян сайтра, Одноклассники, ВКонтакте социаллă сетьсенче тата Телеграм мессенджерта паллашма пулать. Вĕсенчи пирĕн вулакансен йышĕ пĕчĕк мар, 15602 çынпа танлашать.

Пичет кунĕсемпе пирĕн хаçата çырăнса илекенсене, Интернетри вулакансене, хастар почтальонсене, редакципе çыхăну тытакансене, ялкорсене тата ветерансене саламлатпăр. Пурне те çĕнĕ çулта ăнăçу тата сывлăх сунатпăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6