2025 çулта 63 проект пурнăçа кĕртмелле

Категория: Общество Опубликовано: 17.01.2025, 09:15 Просмотров: 27

Пирĕн регионта пуçарулăх бюджечĕн программипе ĕçлесси анлăланса пырать. Çынсем ăна ырласа йышăнаççĕ, çулсеренех ĕçсен тата ку тĕлĕшпе уйăрнă укçа калăпăшĕ ÿссе пырать. Иртнĕ çул республикăра ку енĕпе япăх мар ĕçленĕ, яллă территорисенче 1479 проект 2,2 млрд тенкĕлĕх пурнăçланă. 565 проект автоçула хăтлăх кĕртессипе, 256-шĕ ЖКХ объекчĕ юсассипе çыхăннă, 140 проект – территорисене юсаса çĕнетессипе, 104 проект – социаллă сферăра, 97-шĕ – шыв объекчĕсене, 95-шĕ – массăллă кану вырăнĕсене, 68-шĕ – ача-пăча площадкисене, 85-шĕ – çынна пытарнă вырăнсене, 7-шĕ – пушар хăрушсăрлăх объекчĕсене хăтлăх кĕртессипе, 62-шĕ – шыв объекчĕсене тасатассипе.

Пирĕн регионта пуçарулăх бюджечĕн программипе ĕçлесси анлăланса пырать.

Çынсем ăна ырласа йышăнаççĕ, çулсеренех ĕçсен тата ку тĕлĕшпе уйăрнă укçа калăпăшĕ ÿссе пырать. Иртнĕ çул республикăра ку енĕпе япăх мар ĕçленĕ, яллă территорисенче 1479 проект 2,2 млрд тенкĕлĕх пурнăçланă. 565 проект автоçула хăтлăх кĕртессипе, 256-шĕ ЖКХ объекчĕ юсассипе çыхăннă, 140 проект – территорисене юсаса çĕнетессипе, 104 проект – социаллă сферăра, 97-шĕ – шыв объекчĕсене, 95-шĕ – массăллă кану вырăнĕсене, 68-шĕ – ача-пăча площадкисене, 85-шĕ – çынна пытарнă вырăнсене, 7-шĕ – пушар хăрушсăрлăх объекчĕсене хăтлăх кĕртессипе, 62-шĕ – шыв объекчĕсене тасатассипе. 258 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 181 пин те 202 тенкĕ. 357 пин те 940 тенкĕ – çынсенчен пухмалли тÿпе.

Шетмĕпуçсем кăçал 3 проектпа ĕçлесшĕн. Пĕрремĕшĕ Турханти Мичурин урамĕнчи шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсассипе çыхăннă. Смета 4 млн та 367 пин те 840 тенкĕпе танлашать. Республика бюджетĕнчен 2 млн та 489 пин те 669 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 441 пин те 387 тенкĕ. 436 пин те 784 тенкĕ  çынсенчен пухмалли тÿпе.

Иккĕмĕшĕ – Шетмĕпуçĕнчен. Первомайская урамра шыв башнипе скважина юсамалла, ĕç хакĕ 3 млн та 789 пин те 369 тенкĕпе танлашать. Республикăран 2 млн та 159 пин те 940 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 250 пин те 492 тенкĕ, çынсен пайĕ – 378 пин те 936 тенкĕ.

Карманкассинче тата Катăкуй ялĕнче те шывпа тивĕçтерес ыйту тăрать. Смета хакĕ – 5 млн та 891 пин те 444 тенкĕпе танлашать. Регионтан 3 млн та 358 пин те 123 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 944 пин те 176 тенкĕ, çынсен пайĕ – 589 пин те 144 тенкĕ.

Юнкă территори пайĕнче – 3 проект. Юнкăпуçĕнчи Дружба, Янтуш, Ягодная тата Солнечная урамсенче пурăнакансем такăр çул пуласса ĕмĕтленеççĕ. Ĕçĕ калăпăшлă, хакĕ – 9 млн та 999 пин те 288 тенкĕпе танлашать. Регионтан 5 млн та 699 пин те 594 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 3 млн та 299 пин те 694 тенкĕ, çынсен тÿпи – 1 млн та 144 тенкĕ.

Юнкăра пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе пĕве тасатса юсамалла, пирс тумалла. Ĕç хакĕ – 965 пин те 857 тенкĕ. Регионтан 550 пин те 539 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 305 пин те 318 тенкĕ, çынсен пайĕ – 110 пин тенкĕ.

Пĕрремĕш Май выççăлккинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса стела тăвасшăн. Ĕç хакĕ – 750 пин те 618 тенкĕпе танлашать. Республика бюджетĕнчен 427 пин те 852 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 233 пин те 765 тенкĕ, çынсен пулăшăвĕ – 89 пин тенкĕ.

Йÿçкасси территори пайĕнче – 1 проект. Ку ĕç Нÿретре пулĕ. Ĕç хакĕ – 2 млн та 942 пин те 666 тенкĕпе танлашать. Республика бюджетĕнчен 1 млн та 677 пин те 319 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 971 пин те 079 тенкĕ, çынсенчен 294 пин те 266 тенкĕ пухнă.

Ярапайкасси территори пайĕнче кăçал вăя кĕртме палăртнă проект ыттисенчен ытларах – 10 проект. Милютакассинче шыв пăрăхĕ хумалла. Смета хакĕ – 8 млн та 333 пин те 333 тенкĕпе танлашать. Республика бюджетĕнчен 4 млн та 750 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 2 млн та 749 пин те 999 тенкĕ, çынсен тÿпи – 833 пин те 333 тенкĕ.

Шурча ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă монумента хăтлăх кĕртесшĕн. Ĕç хакĕ 996 пин те 250 тенкĕпе танлашать. Регионтан 567 пин те 862 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 328 пин те 762 тенкĕ, çынсенчен 99 пин те 625 тенкĕ пухмалла. Тепĕр проект та Шурча ялĕнчен. Вĕсем ача пăчана вылямалли площадка тума палăртнă. Смета хакĕ – 998 пин те 906 тенкĕ. Республика бюджетĕнчен 569 пин те 376 тенкĕ пулмалла. Вырăнти бюджетран – 329 пин те 638 тенкĕ, çынсен тÿпи – 99 пин те 891 тенкĕ.

Итакачкассинче пĕвене пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе йĕркелемелле. Проект 1 млн та 749 пин те 422 тенкĕпе танлашать. Республика бюджетĕнчен 997 пин те 170 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 577 пин те 309 тенкĕ, çынсенчен 174 пин те 942 тенкĕ пухнă.

Шуркассинче ача-пăчана вылямалли площадка тума палăртнă. Ĕç хакĕ 1 млн та 938 пин те 653 тенкĕпе танлашать. Республика бюджетĕнчен – 1 млн та 105 пин те 032 тенкĕ. Вырăнти бюджетран – 639 пин те 755 тенкĕ, çынсенчен 193 пин те 865 тенкĕ пухнă.

Итакачкассинче пĕве тасатмалла. Ăна валли 1 млн та 075 пин те 522 тенкĕ тăкаклама тивĕ. Регионтан – 613 пин те 048 тенкĕ, вырăнти бюджетран – 354 пин те 922 тенкĕ, çынсенчен 107 пин те 552 тенкĕ пухнă.

Çĕн Тăмлайĕнче пĕве тасатса ун таврашне хăтлăх кĕртмелле. Ку ĕç валли 598 пин те 207 тенкĕ тăкаклама тивĕ. Республика бюджетĕнчен 340 пин те 978 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 197 пин те 408 тенкĕ, çынсенчен 59 пин те 820 тенкĕ пухнă.

Ярапайкассинчи Парк урамĕнчи çула юсамалла. Проект хакĕ 1 млн та 750 пин те 242 тенкĕ. Республика бюджетĕнчен 997 пин те 638 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 577 пин те 580 тенкĕ, çынсенчен 175 пин те 024 тенкĕ пухнă.

Сыпай çăви патне каймалли çула юсаса такăрлатмалла. Смета хакĕ 4 млн та 018 пин те 214 тенкĕ. Регионтан 2 млн та 290 пин те 382 тенкĕ уйăрĕç. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 326 пин те 010 тенкĕ, çынсен тÿпи 401 пин те 822 тенкĕ.

Сыпайĕнче çавăн пекех тепĕр проект та пур, Çĕнĕ урамри çула юсамалла. Ĕç хакĕ 2 млн та 238 пин те 801 тенкĕ. Республика бюджетĕнчен – 1 млн та 276 пин те 117 тенкĕ. Вырăнти бюджетран – 738 пин те 804 тенкĕ, çынсенчен 223 пин те 880 тенкĕ пухнă.

Ярославка территори пайĕнче – 3 проект. Ярославка ялĕнчи Яргейкин урамĕнче тата Çĕнĕ урамра, Çĕн Чемей ялĕнче шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсамалла. Ĕç калăпăшĕ пысăк, 8 млн та 268 пин те 670 тенкĕ. Регионтан – 4 млн та 713 пин те 142 тенкĕ. Вырăнти бюджетран – 2 млн та 728 пин те 661 тенкĕ, çынсенчен 826 пин те 867 тенкĕ пухнă.

Ярославка ялĕнчи Парк урамĕнче шыв пăрăхĕн çыхăнăвне юсамалла, ĕç хакĕ 1 млн та 033 пин те 231 тенкĕ. Республика бюджетĕнчен – 588 пин те 941 тенкĕ. Вырăнти бюджетран – 340 пин те 966 тенкĕ, çынсенчен 103 пин те 323 тенкĕ пухнă. Виççĕмĕш проект та çак ялтанах. Вăл шыв башни тата артезиан скважини улăштарассипе çыхăннă. Проект хакĕ 2 млн та 604 пин те 833 тенкĕ. Республика бюджетĕнчен – 1 млн та 484 пин те 755 тенкĕ. Вырăнти бюджетран – 859 пин те 595 тенкĕ, çынсен тÿпи – 260 пин те 483 тенкĕ. Пĕтĕмлетсе вара çапла каламалла: кăçалхи проектсем хушшинче çул-йĕр фончĕпе çыхăннă проект 9, ытти проект 54, вăл шутра – культура сфери, шывпа тивĕçтересси, пĕве тасатасси, ача-пăча площадкисем, палăксемпе парксем. Регион ертÿçи Олег Николаев хушăвĕ тăрăх, мартăн 1-мĕшĕччен пур объекта та килĕшÿпе тивĕçтересси, пур проекта та вăя кĕртсе çынсем умĕнчи яваплăха пурнăçласси – тĕп тĕллев.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6