Чăваш Республикинчи пекех, пирĕн муниципалитет округĕнче те пĕрлехи информаци кунне ирттерсе умра тăракан ыйтусене вырăнти халăхпа, округ ертÿçисемпе, республика представителĕсемпе пĕрле пулса сÿтсе явасси – ырă йăлара.
Иртнĕ юнкун, кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче, ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов ертсе пыракан ушкăн Муркаш муниципалитет округĕнче пĕрлехи информаци кунне ирттерчĕ. Малтанах вĕсем муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа тĕл пулчĕç, граждансене йышăнчĕç. Тĕл пулăва килекенсене шкул столовăйĕсенче ĕçлекенсене тивĕçлĕ
ĕç укçи тÿлесси, ятарлă çар операцине хутшăнакансене патшалăх пулăшăвĕпе туллин тивĕçтересси, округ центрĕнче çĕнĕ автовокзал хута ярасси тата уйрăм граждансен çĕр ыйтăвĕсене татса парасси пăшăрхантарни палăрчĕ. Депутатсен округ Пухăвĕн ертÿçи Александр Иванов ку ыйтусем паян пурне те канăç паманни, вĕсене пĕрле сÿтсе явмалли çинчен каларĕ. Хыççăн информаци ушкăнĕ Йÿçкасси территори пайне çитрĕ, кунти Культура çуртĕнче территори пайĕнче пурăнакансемпе тĕл пулу ирттерчĕ.
Хăнасене территори пайĕн пуçлăхĕ Валентина Шивирева кĕтсе илчĕ. Валентина Николаевна территори пайĕпе паллаштарнă хыççăн информаци ушкăнĕ вырăнта пурăнакансемпе куçа-куçăн калаçу ирттерчĕ. Тĕл пулăва çынсем йышлă пуçтарăнни калаçăва тĕрлĕ енлĕ йĕркелеме пулăшрĕ.
Округ пуçлăхĕ Алексей Матросов хăйĕн сăмахĕнче коммуналлă услугăсене утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче индексацилесси çинче чарăнса тăчĕ. Тÿлев виçисем пысăкланĕç. Вĕсем ялта пурăнакансене утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче пырса тивĕç. Кунпа пĕрлех Алексей Николаевич ялсенчи çулсене вăхăтра уçса тăрасси çинче те чарăнчĕ. Округ администрацийĕ ку ыйтăва тăтăш тĕрĕслевре тытать. Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕренÿпе çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи ЗояДипломатова шкулта вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтересси тата кунта çăмăллăхпа усă куракансем çинче чарăнса тăчĕ.
Килти хушма хуçалăхсенче çут çанталăк газĕпе усă курнă чух асăрханулăха ÿстересси пирки те тĕл пулура ăнланмалла калаçу пулчĕ. Кун пирки «Моргаушрайгаз» предприяти ертÿçи Сергей Попов ăнланмалла каласа кăтартрĕ. Сергей Валерьевич çут çанталăк газĕпе усă курнă чух округри ялсенче иртнĕ çулсенче пулнă инкексем çинче чарăнчĕ. Вăл инкексене çынсем хăйсен тимсĕрлĕхĕпе тата хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе çул пани пирки каласа пачĕ. Информаци ушкăнĕн членĕсем тăван енри хăрушсăрлăха тата хăтлăха ÿстерессипе ял çыннисен пур ыйтăвне те тулли хуравсем пачĕç.
Август 2026 |
