Муркаш пасарне кĕнĕ çĕрте пĕрремĕш çул мар Шупаш- карти 1-мĕш номерлĕ çăкăр завочĕн «Калач» магазинĕ ĕçлет. Ял çыннисем кунта ялан ăшă çăкăр-булка, тин кăна пĕçернĕ тортпа печени-пĕремĕк, икерчĕ-сушка тата ытти тавар туянма пултараççĕ.
– Халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси – пирĕншĕн ялан тĕп вырăнта. Çынсем те çулталăкĕпех пирĕн магазинпа тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем кунтан кăмăлпа тухса кайни ĕçлес хавхаланăваÿстерет, – терĕç мана смена улшăнăвĕ тĕлĕнче тĕл пулнă сутуçăсем (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла): Надежда Юнусова, Олеся Антонова, Галина Кузнецова тата Полина Трофимова. Чун ыйтнипе суйласа илнĕ ĕçре вĕсем 5 – 8-шар çул вăй хураççĕ. Тавар туянма кĕрекенĕн ыйтăвне туллин тивĕçтерессине кун йĕркинче тытать Олеся Евгеньевна ертсе пыракан коллектив. 3 ачаллă амăшĕсем тавар туянакана ялан çемçе çăкăрпа тивĕçтернине ырламалла кăна.
Август 2026 |
