Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитет. Пирĕн халăхшăн кунран пысăкрах уяв çук та. Мĕншĕн тесен 27 миллион совет çынни Çĕнтерÿшĕн хăйĕн пурнăçне панă. Муркашсем те фронтра та, тылра та Çĕнтерĕве çывхартнă.
Уява çÿллĕ шайра ирттерме округра йĕркелÿ комитетне çирĕплетнĕ. Ăна округ пуçлăхĕ Алексей Матросов ертсе пырать. Ытларикун комитетăн пĕрремĕш ларăвĕ пулчĕ.
Юбилей çулталăкĕнче тĕрлĕ мероприяти чылай ирттерме палăртнă. Вăрçă ветеранĕсене, салтак арăмĕсене, вăрçă ачисене уйрăм тимлĕх уйăраççĕ. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене юсаса çĕнетеççĕ. Культура, вĕренÿ учрежденийĕсенче нумай мероприяти ирттерме палăртаççĕ. Вĕсене ытларах ачасене явăçтарма тăрăшаççĕ. «Георгиевская ленточка», «Бессмертный полк», «Письмо Победы», «Парта Героя», «Спасибо Вам за Победу!», «Часовой у Знамени стоит», «Я помню! Я горжусь» тата ытти акцисемпе фестивальсем ирттереççĕ. Территори пайĕсемпе округ центрĕнче митингсем йĕркелеççĕ. Çамрăксем уяв ячĕпе авточупăва тухаççĕ.
Август 2026 |
