Çĕнĕ çула кĕтĕмĕр, çавна май пирĕн пурнăçа хăш-пĕр улшăну вăя кĕрет: хăшĕ – çулталăк пуçламăшĕнче, хăшĕ – каярах.
Раççей регионĕсенче коммуналлă услугăсемшĕн тарифсем черетлĕ хут ÿсеççĕ. Çак ĕçрен Чăваш Ен те аякра юлмасть. Раççей Федерацийĕн Правительствин ноябрĕн 15-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн, Чăваш Республики те 2025 çулхи тариф индексацине хатĕрленĕ. Хаксен улшăнăвне эпир июлĕн 1-мĕшĕнче туйăпăр. Унччен хальхи хакпа пурăнатпăр.
Тарифсем республикăри пур муниципалитетра та пĕр пек ÿсмеççĕ: 10,7 процент ÿсекеннисем пур, 10,8 процентран пуçласа 15,4 процент таран хăпараканнисем те. Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коммуналлă услугăсен тарифĕ 13,5 процентран ытла ÿсмĕ.
Тарифсем тĕрлĕ сăлтавпа хăпараççĕ. Тĕп банкăн тĕп ставки ÿсни – сăлтавсенчен пĕри. Çавăн пекех топливо хакĕ ÿсни те витĕм кÿрет, ку федераци шайĕнче – тĕп сăлтав.
Чăваш Енре пурăнакансем хак ÿсĕмне малтанах шутласа пăхма пултараççĕ. Хулара пурăнакансем электроэнергишĕн июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 4 тенкĕ те 96 пус тÿлĕç, ял çыннисем сахалтарах тÿлĕç – 3 тенкĕ те 47 пус.
Газшăн тÿлемелли хак – 8 тенкĕ 16 пус. Йăлари çÿп-çапа тиесе тухнăшăн хак 5 процент ÿсет. Хаксене пĕтĕмлетсен çапла пулать: нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен – 62 тенкĕ те 73 пус, уйрăм çуртсенче пурăнакансен – 60 тенкĕ те 9 пус.
Август 2026 |
