Çĕвĕçсен пулăшăвĕ те фронтра кирлĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.01.2025, 15:13 Просмотров: 51

Кашни çыннăн пулăшăвĕ фронтри салтаксемшĕн вырăнлă. Пĕрисем япалан е укçан параççĕ е техника хатĕрĕпе автомашина туянма пулăшаççĕ пулсан, теприсем тĕрлĕ япала çĕлесе фронта ăсатаççĕ.

Тăван тăрăхран килнĕ япала чун-чĕрене ăшăтать, малалла талпăнма хавхалантарать. Фронта пулăшакансем пирки хамăр хаçатра тăтăшах çырма

тăрăшатпăр.

Ку хутĕнче сăмахăм çĕвĕçсем çинчен пулĕ. «Моргаушцы – ZA победу» волонтер ушкăнĕн хастарĕсем Ольга Кольцовăпа Алина Кожевникова çĕвĕçсене ырăпа палăртаççĕ.

Вĕсем тепловизортан пытанмалли пĕркенчĕксем касаççĕ тата çĕлеççĕ, çаксем – фронтри салтаксене питĕ кирлĕ япалсем. Халĕ Ольга Николаевнăпа (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри) тĕплĕнрех

паллаштарăпăр. Унăн Муркашра хăйĕн çĕвĕ мастерскойĕ, ăна Галина Никитина (сулахайри) çĕлеме пулăшать. Ольга Кольцова каснă материалтан шомиксем пĕркенчĕкĕн пĕр пайне

çĕлесе параççĕ. Кунти çĕвĕ цехĕнчи çĕвĕçсем вара ытти пайне çĕлесе çитереççĕ. Пĕркенчĕксем пирĕн салтаксене тăшманран хÿтĕленме пулăшаççĕ.

Çулталăк вĕçленнĕ тĕле хÿтĕленмелли хатĕре вĕсем утмăла çитернĕ, ку ĕç малалла пырать. Унсăр пуçне çĕвĕ

цехĕнче вĕсем çынсем саккас панă тăрăх япаласем çĕлеççĕ тата юсаççĕ. – Мобилизаци пуçланнăччĕ ун чухне, вăрăм çула тухакан салтаксем пĕрле илсе кайма хатĕрленсе те çитейменччĕ.

Самарăри волонтер ушкăнĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли пулăшу пуçтарнине çырнăччĕ. Эпĕ те пĕлĕшсем хушшинче çакна пуçарас тесе шухăшларăм. Çапла гуманитари пулăшăвне йышăнма тытăнтăм, кам мĕнпе пулăшма пултарать – çавна илсе килчĕ. Укçан та, япалан та пачĕç. Пулăшăва волонтерсем урлă Шупашкар, Ульяновск хулисене çитертĕмĕр, хыççăн – ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне. Пирĕн çывăх çынсем хушшинче те фронта кайнисем пур. Çĕньял Очăкасси ялĕнчи Сергей Смирнов хăй ирĕкĕпе Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайрĕ. Мăшăрăн пиччĕшĕ те хăй ирĕкĕпе салтак тумĕ тăхăнчĕ, халĕ вăл хыпарсăр çухалнисем хушшинче.

Пире аттепе анне çынна пулăшма вĕрентнĕ. Итакачкассинчи асатте Николай Павлов пирки те лайăххине кăна калас килет. Вăл вырăнти «Дружба» хуçалăхра агрономра ĕçленĕ, каярах Сыпай шкулĕнче вырăс литератури тата истори вĕрентнĕ, пире те çынна пулăшмалли пирки калатчĕ, – çапла пĕлтерет Ольга Кольцова.

Çĕвĕçĕн ашшĕ-амăшĕ Муркаш тăрăхĕнчен. Ольга Николаевна çемйи 2018 çулта Йÿтĕркассинче çурт туяннă. Тепĕр икĕ çултан коронавирус чирĕ алхасма пуçласан вара ачасемпе яла пурăнма куçса килнĕ вĕсем. Шупашкар хулинчи çĕвĕ мастерскойне хупса сентябрь уйăхĕнче Муркашра уçнă, хăй касать, хăй çĕлет. Çапла çемье кунта пурăнма тытăннă. Ачасем те ял пурнăçне кăмăллаççĕ. Вĕсем халĕ Çатракасси шкулĕнче вĕренеççĕ.

Тăватă ача амăшĕ хăйне пур енлĕ аталантарма тăрăшать. Кăçал вăл Чăваш ял хуçалăх академине вĕренме кĕчĕ. Вăл аш тата сĕт-çу продукцине тирпейлессин технологĕ пулма хатĕрленет. Сыр тăвассипе ятарлă курсра вĕреннĕ. Ку ахальтен мар, вăл хăйĕн хуçалăхĕнче качакасемпе сурăхсем йышлă ĕрчетет. Вĕсем валли икĕ гектар çĕр арендăна илнĕ.

Çапларах ĕлкĕрсе пырать хастар хĕрарăм.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6