Турайсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.01.2025, 15:11 Просмотров: 35

– Çĕнĕ çул парнишĕн округ тата республика ертÿлĕхне тав тăватпăр. Унччен пулнипе хальхине танлаштарма та çук, – теççĕ ял çыннисем савăнăçне пытармасăр.

Фойере сĕтел çинчи вăйăсем, теннис вырнаçтарнă. Çак паллă пулăмпа Турай тăрăхĕнче пурăнакансене Муркаш округ пуçлăхĕ Алексей Матросов саламларĕ. Вăл юлашки çулсенче республикăра социаллă сферăна аталантарас енĕпе нумай тунине палăртрĕ. Вĕренÿ, медицина, культура учрежденийĕсем çĕнĕрен хута яраççĕ, унччен тунисене тĕпрен юсаççĕ. Çитес çул 1 ФАП хута ямалла, 12 вĕренÿпе сывлăх учрежденине тĕпрен юсамалла.

– Çак Культура çурчĕ ял çыннисене хăйĕн патне туртакан вырăн пулса тăтăр. Кунта çĕнĕ «çăлтăрсем» çуралччăр, вĕсем Муркаш тăрăхне чапа кăларччăр, – терĕ Алексей Матросов.

Вăл вырăнти Культура çурчĕ çумĕнчи «Тăван Ен» пултарулăх коллективне костюмсем туянма 200 пин тенкĕлĕх сертификат тата баян парнелерĕ. Культура тата архив ĕçĕн пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова юлашки çулсенче культурăна аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ.

Депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов депутатсем культурăна аталантарма пулăшса пырассине каларĕ, вырăнти артистсене микроволновка парнелерĕ. Турай территори пайĕн ертÿçи Евгений Орлов Культура çуртне юсассишĕн нумай чупма тивнине палăртрĕ. Конкурса хутшăнма документсене тăватă хут хатĕрлесе панă иккен. Округ администрацийĕ пулăшнипе йывăрлăхсене çĕнтернĕ. «СитиСтрой » общество строителĕсем шанăçа тÿрре кăларнă.

Муркаш райпо Канашĕн ертÿçи Борис Андреев 5 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ. Хăй вăхăтĕнче çак Культура çуртне тунине аса илчĕ. Турай шкулĕн директорĕ Юрий Герасимов малашне те культура ĕçченĕсемпе çыхăнса ĕçлессине палăртрĕ.

– Эпир юнашар, килĕштерсе пурăнатпăр, – терĕ вăл. Ял çыннисен ячĕпе Лидия Краснова тав сăмахĕ каларĕ.

– Çĕнелнĕ Культура çуртĕнче эпир тĕрлĕ мероприяти ирттерĕпĕр. Пирĕн салтаксем валли маскировка сеткисем те ытларах çыхăпăр, – терĕ вăл.

Унтан концерт пулчĕ. «Тăван Ен» артисчĕсем тата шкул ачисем куракансене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.

Ĕмĕтленни пурнăçлансан кăмăл çĕкленет. Турай тăрăхĕнче пурăнакансен ĕмĕчĕсем яланах пурнăçа кĕрсе пыччăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6