Пурнăç хăй уттипех малалла пырать. Иртнĕ çул вĕçĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енĕн 2030 çулчченхи аталанăвĕн программине çул панă. Çакăн пирки вăл хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ.
Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕпе республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Обществăлла канашĕн тата Чăваш Республикин Обществăлла палатин анлă ларăвĕнче Чăваш Республикин 2025-2030 çулсенчи социаллă-экономика аталанăвĕн Комплекслă программине сÿтсе явнă. Ларăва хутшăнакансене ВКС мелĕпе Раççей Экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Дмитрий Вахруков саламланă. Хăйĕн ум сăмахĕнче вăл Чăваш Республикине тăнăç аталанакан регион тесе палăртнă.
Аталану программи пирĕн республика ĕçĕ-хĕлĕн конкретлă çулĕсене палăртать. Вăл регион пурнăçĕн пур сферине те пырса тивет. Палăртнă проектсем çеç 3 пин ытла. Ку вăл иртнĕ программăра пăхнинчен 2 хут ытларах. 33 мега-проект йышне муниципалитетсен 213 подпроекчĕ тата 40 драйвер-проекчĕ кĕнĕ. Инвестици проекчĕсен ытларах хисепне агропромышленность комплексĕнче (200), промышленноçра (174) тата туризмра (140) пурнăçлама пăхнă. Промышленноçри уйрăмах пысăк инвестици проекчĕсене электроникăпа техникăн пысăк технологи производствин сферинче пурнăçа кĕртме планлаççĕ.
Чăваш Республикин 2025-2030 çулĕсем валли пăхнă мероприятисен çĕнĕ индивидуаллă программи регион аталанăвĕн 120 трендне, тĕнчери тата отрасльти чи лайăх 28 практикине çутатса параççĕ. Вăл масштаблă та нумай енлĕ пулса тухнă. Пĕрлехи ĕç ведомствăсем хушшинчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене туса ирттерме май панă. Вĕсене пурнăçланинчен эпир малашлăхра çакна кĕтме пултаратпăр:
– наци аталанăвĕн кăтартăвĕсем ÿсессе;
– халăхăн пурнăç ÿсĕмĕн шайĕ пысăкланасса;
– хулари пурнăç пахалăхĕ лайăхланасса;
– ачасем çуралассипе халăх йышĕ
ÿсессе.
Ку формата пуçласа республикăра ь2020 çулта пурнăçа кĕртнĕ: 2025 çулччен ĕçлеме Комплекслă программа туса хатĕрленĕ. Туса ирттерни пурнăçламалли ĕçсене тÿрре кăларчĕ теме пулать. Чылай кăтартăва палăртнă вăхăтран маларах пурнăçланă. 2020-2025 çулсем валли пăхнă программăсем, тĕпрен илсен, пурнăçланнă е вĕсене пурнăçа кĕртессипе юлашки ĕçсем пыраççĕ.
– Ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе эпир хамăртан мĕн килнине йăлтах тăвăпăр. Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çын хăй çак тăрăхран пулнишĕн мăнаçлантăр тата хăйĕн аталану çулĕсене курса тăтăр, – палăртнă Олег Николаев.
Август 2026 |
