2025 çулхи январьтен бюджет сферин сотрудникĕсен ĕç укçи 13,2 процент ÿсет. Вăл шутра – врачсен, педагогсен, культура тата социаллă сфера ĕçченĕсен. Бюджетниксен ĕç укçи президентăн май уйăхĕнчи указĕсемпе килĕшÿллĕн ÿсет. Вĕсене кăçал 13,2 процент, 2026 çулта 10,2 процент, 2027 çулта 8,3 процент хăпартма палăртнă. Сăмах федераци патшалăх учреждеийĕсенче ĕçлекенсем пирки пырать. Регионсенче кун пек йышăнăва вырăнти влаç органĕсем тăваççĕ.
Август 2026 |
