Республика правительстви 1941 – 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине палăртма хатĕрленес тата уявлас ĕçсен планне çĕнетнĕ. Ятарлă хушăва регион пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă. Патриотла воспитание вăйлатас тĕлĕшпе хушма мероприятисем палăртнă. Кун пек чухне истори пĕлтерĕшлĕ пысăк пулăмсене тĕпе хураççĕ. Программăри çĕнĕ пунктсен шутĕнче: 2025 çулхи февральте Çĕнтерÿ тата патриотлăх çулталăкне чаплă лару- тăрура уçасси. 2025 çулхи февраль – март уйăхĕсенче «80 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941–1945 гг.» юбилей медалĕсене парасси. çулхи апрельте Çĕнтерÿ музейĕн (Мускав хули) фондĕнчи «Художники– фронтовики» выставкăна йĕркелесси. Программăра çавăн пекех Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра» пьесипе спектакль, ветерансен килĕсем умĕнче концерт, наукăпа практика конференцийĕсем ирттерме пăхнă. Çĕнтерÿ тата патриотлăх çулталăкне чаплă лару-тăрура декабрьте хупаççĕ.
Август 2026 |
