Хисеплĕ ветеран

Категория: Общество Опубликовано: 04.10.2017, 10:27 Просмотров: 2232

DSC06933

Сăн ÿкерчĕкре Çатракасси ял тăрăхĕнчи Ефросиния Скворцовăна куратăр. Вăл тивĕçлĕ канури хисеплĕ ветеран. Ефросиния Кузьминична  хĕрĕх çула яхăн райĕçтăвкомра машинисткăра тăрăшнă.

- Халĕ йăлтах компьютер ĕçлет. Ун чухне вара алăпа çапнă вĕт, кунĕпе çапнипе пÿрне тăррисем ыратакан пулатчĕç, - кăмăллăн калаçать Е. Скворцова.

Ефросиния Кузьминична   1931 çулта çуралнă, çавна май вăл, иртнĕ тапхăр пирки сăмах пуçарнă май, ачалăх çулĕсене те асăнмасăр хăвармарĕ. Вăл вăхăтрисене никама та çăмăл килмен ĕнтĕ: ачалăх та, çамрăклăх та йывăр ĕçре иртнĕ.

Хура-шурне йăлтах чăтнă, выçлăхне те курнă. Çавăнпа та аслă ăрури çынсене эпир чăннипех те хисеплеме тивĕç. Паянхи çутă пурнăç та - вĕсен тивлечĕ. Пирĕн, çамрăксен, вĕсен ырă ĕçне хакламалла, малалла тăсмалла. 

  Хисеплĕ ветеран паянхи пурнăçпа кăмăллă. Çамрăк ăру та тĕрĕс-тĕкел пулсан савăнтарать. Ырă йăха 4 ача, 7 мăнук  тата кĕçĕн мăнукĕсем тăсаççĕ. 

Уяв кунĕ Е. Скворцован кăмăл-туйăмне ытларах çĕклетĕр, çирĕп сывлăх илсе килтĕр.

Р. Илларионова сăн ÿкерчĕкĕ.   

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6