ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Моторин хутшăннипе муркашсем 2018 çулхи пĕрремĕш çур çула пĕтĕмлетрĕç

Категория: Актуально Опубликовано: 03.08.2018, 11:57 Просмотров: 586

 

 

  

 

Çак кунсенче республика районĕсенче 2018 çулхи пĕрремĕш çур çул итогĕсене пĕтĕмлетеççĕ, çулталăка ăнăçлă вĕçлессипе иккĕмĕш çур çулта умра тăракан задачăсене пĕрле пухăнса сÿтсе яваççĕ.

Пĕлтерĕшлĕ çак мероприяти пирĕн районта паян иртрĕ. Анлă канашлăва районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен, ĕç çынни коллективĕсен представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем пухăнчĕç. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин та хутшăнчĕ.

Çапах та Иван Борисович канашлу умĕн район территорийĕнчи хăш-пĕр предприятисене çитсе курса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кăмăл турĕ. Республика представительне Шомикра район пуçлăхĕ Игорь Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров кĕтсе илчĕç.

Иван Моторин Шомика çитни ăнсăртран мар. Кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Чăваш Республикин «Развитие образования» патшалăх программи шайĕнче муниципалитет вĕренÿ организацине юсама кăçал республика бюджетĕнчен 5 млн тенкĕ, вырăнти бюджетран 555 пин тенкĕ ытла уйăрса панă. Кунти юсав ĕçсем епле пынипе паллашнă май республика представителĕ кăмăллă юлчĕ.

Муркаш районĕ Шупашкар агломерацине кĕнĕ май, Федерацин «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулĕ-йĕр» программипе кăçал пирĕн район территорийĕнче 4 объектра çулсене юсаççĕ. Пĕтĕмпе 24 километра яхăн. Уйăракан укçа-тенкĕ сумми 125 млн тенкĕпе танлашать. Вăл шутран пĕр çул участокĕ каллех Шомик тăрăхĕнче вырнаçнă. Унта та пулса курчĕ Иван Борисович. 6,4 километр тăршшĕ «Волга - Шомик» çула чикĕллĕ яваплăхлă «Тусдорстрой» общество юсать. Юсав ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех. Çул-йĕр ĕçченĕсем «Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула» çула юсассипе те ĕçе кÿлĕннĕ ĕнтĕ.

Республика кунне уявланă чухне пирĕн районта «Сеспель» предприятин танк-контейнерсем туса кăлармалли çĕнĕ производство цехĕ хута кайнăччĕ. Савăнăçлă мероприятие ун чухне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннăччĕ. Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин та çĕнĕ производство цехĕнче пулса курчĕ, предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсе паллашрĕ.

Иртнĕ кунсенче районта уй-хир ĕçĕсем пуçăнчĕç ĕнтĕ. Çавна май Иван Борисович ăратлăх енĕпе ĕçлекен Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство коопертивне çитсе уй-хир ĕçĕсем епле пынипе интересленчĕ, механизациленĕ йĕтем çинче пулса курчĕ. Хуçалăх ертÿçи Виталий Семенов вырма ĕçĕсем кал-кал пыни çинчен каласа апачĕ, тĕш тырă тухăçĕ те япăх мар.

Районăн пĕрремĕш çур çулти экономикăпа социаллă аталанăвне тулли йышпа район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче пăхса тухрĕç. Канашлăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин уçрĕ. 2018 çулăн пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсемпе пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çулталăк каяллахипе танлаштарса паллаштарчĕ.

Çул çулта район бюджетне тĕрлĕ тупăш 303,9 млн тенкĕ кĕнĕ. Вăл шутран хамăр тупăш - 84 млн тенкĕ (иртнĕ çулхин 108,6 проценчĕ). Бюджет ÿснине кура расхут та пĕлтĕрхинчен 8,7 процент пысăкланса 302,5 млн тенкĕпе танлашнă. Налуксăр тупăша ÿстермелли тĕп çул-йĕр муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхпа тата çĕрпе тĕллевлĕ усă курнипе çыхăннă. Пĕрремĕш çур çулта кунашкал укçа-тенкĕ район бюджетне 5,5 млн тенкĕ (пĕлтĕрхинчен 1,7 хут нумайрах) пырса кĕнĕ. Анчах çакă чикĕ мар.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти предприятисем - пур отрасльсемпе те илсен - хăйсем хатĕрленĕ продукцие 2 млрд та 249 млн тенкĕлĕх сутнă. Çулталăк каяллахипе танлаштарсан, ÿсĕм 8,2 процентпа танлашать.

Асăннă тапхăрта промышленность предприятийĕсем те продукци туса кăларассине 10,4 процент ÿстерсе пĕтĕмĕшле калăпăша 1 млрд та 895 млн тенкĕне çитернĕ. Кунта тĕп вырăна унччехиллех «Сеспель» предприяти йышăнать. Пĕтĕм калăпăшăн 72 проценчĕ - унăн тÿпи. Кăрлач - çĕртме уйăхĕсенче Муркашри кирпĕч завочĕ те, А. Вязов индивидуаллă предприниматель те, «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх та хăйсен ĕçне лайăхлатнă. «Сундырь - Хлеб» тата «Моргауши - Хлеб» обществăсем те ырă енпе палăрнă.

Район аталанăвĕнче ял хуçалăхĕн тÿпи те пĕчĕк мар. Анчах кунта кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем те çук мар. Тĕслĕхрен çул çул хушшинче ял хуçалăх предприятийĕсем продукци реализацилесе пĕтĕмпе 354 млн та 317 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Ку вăл виçĕм çулхи çав вăхăтринчен 2 процент пĕчĕкрех. Çак тĕле çитсен Ростислав Николаевич патшалăх пулăшнине кура ял хуçалăх продукцине вырăнтах тирпейлессипе тăрăшарах ĕçлемеллине палăртрĕ. Асăннă тапхăрта ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пĕтĕмпе 610 тонна аш-какай (çулталăк каяллахин 89,5 проценчĕ), 4726 тонна сĕт (90,4 процент), 62,2 млн штук çăмарта (104,2 процент) туса илнĕ. Çак вăхăтра асăннă предприятисенче мăйракаллă шултра выльăхсен кĕтĕвĕ çулталăк каяллахинчен 5 процент сахалланса 5136 пуçа юлнă. Тĕрлĕ харпăрлăхри ĕнесем те 3 процент сахалланнă (2244 пуç). Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе республикăра малтисен ретĕнче пулнă районăмăршăн ку ырă пулăм маррине кашнин ăнланса илмелле.

Паян вырмара тимлекен çĕр ĕçченĕ кĕрхи ака-сухана та хатĕрленнĕ вăхăтра сухаламан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси пирки ытларах тимлĕх уйăрмалла.

Район экономики çине ырă витĕм кÿрекен ен - инвестицисене ытларах çул пани. Малтанласа шутланă тăрăх кăçал район аталанăвне 302 млн тенкĕ (111,7 процент) инвестици килмелле. Паянхи кун районта 476,8 млн тенкĕлĕх тата 220 çĕнĕ ĕç вырăнĕллĕх 16 инвестици проекчĕ ĕçлет: «Агрико» обществăра кăмпа ÿстермелли 2 лини тăвасси (10 млн тенкĕ), Муркаш райповĕн «Центральный» суту-илÿ комплексĕ (20 млн тенкĕ), «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинчи 200 пин чăх вырнаçмалăх цех (20 млн тенкĕ), Юнкă ял тăрăхĕнчи сĕт цехĕ (10 млн тенкĕ), «Бездна» обществăри ĕне сарайĕ тата сĕт блокĕ (15 млн тенкĕ) т. ыт. те.

Çичĕ уйăхра тĕрлĕ çăлкуçри укçа-тенкĕпе пурĕ 7969 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Ку вăл çулталăк планĕн 49 проценчĕ. Ку ĕç паян пур енлĕ пурнăçланса пынăран нумай çемьесен пурнăç условийĕсене лайăхлатма шанчăк пур.

Кăçал 129,2 миллион тенкĕлĕх çул-йĕр юсама пăхнипе пĕрлех нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене, тротуарсене, автомашинăсем чарăнмалли вырăнсемпе автопавильонсене юсама та 9,3 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

«Ялсен тăнăç аталанăвĕ» программăпа Ильинка ял тăрăхĕнчи Апчарта пурăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтерес ĕçсем пыраççĕ. Подрядчик 5,5 млн тенкĕлĕх контракта авăн уйăхĕнче вĕçлеме шантарать. Çулталăк вĕçлениччен Юнкăри вăтам шкулти спорт залĕ те ĕçлеме пуçласса шанăç пур. Кунти пĕтĕмĕшле контракт виçи 21,5 млн тенкĕ.

Пуçаруллă бюджет проекчĕсене пурнăçа кĕртсе кăçал районти 16 ял тăрăхĕнчен 19 проект республикăри конкурс витĕр тухнă. Танлаштарма, пĕлтĕр - 3 проект. Пĕрремĕш этапри 14 проект - 9 млн тенкĕлĕх, иккĕмĕш этапри 5 проект 2,5 млн тенкĕлĕх пулсан, халăх вĕсене пурнăçлама 2,5 млн тенкĕ пуçтарнă. 19 проектран 14-шĕ - çулсем юсасси, 5-шĕ - ачасем валли выляв лаптăкĕсем тăвасси. Асăннă проектсем пурнăçланассипе пысăк хăрушлăх çук.

Районти 21 шкулта 3306 ача вĕренет. 5 çул хушшинче вĕсен хисепĕ 9,1 процент сахалланнă. 4 хушма вĕренÿ учрежденийĕнче 5 - 18 çулсенчи çамрăксен 84,5 проценчĕ хушма пĕлÿ илет.

Пĕрле пулса районти культура учрежденийĕсен ĕç-хĕлне аталантарасси те, унта юсав ĕçĕсем ирттересси те, çынсене медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтересси те район администрацийĕн кун йĕркинчен тухмаççĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта район администрацийĕ пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттернĕ. Анчах мĕн туни лăпланса ларма сăлтав пулманнине район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хăй ăнланнине умри тĕллевсене пурнăçлама вырăнти пуçлăхсем депутатсен районти Пухăвĕн тата ял тăрăхĕсен депутачĕсем пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ.

Канашлу ĕçне Пенси фончĕн Шупашкар районĕнчи управленийĕн ертÿçи А. Исаева, ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров хутшăнчĕç, анлă ăнлантару ирттерчĕç. Канашлăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пĕтĕмлетрĕ. Иван Борисович пирĕн район хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçласса шаннине пĕлтерчĕ. «Ĕçсем пĕр кăлтăксăр пыни тĕллевсем пурнăçланасса шантарать», - терĕ вăл. Çапла пултăрччĕ те.

В. ШАПОШНИКОВ,

А. БЕЛОВ.

 

 

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4