Унăн вĕренекенĕ – тĕнче шайĕнчи çĕнтерÿçĕ

Категория: Общество Опубликовано: 27.08.2026, 09:06 Просмотров: 59

Сăн ÿкерчĕкре куракан Людмила Никитина вĕрентекенĕн ятне республика шайĕнче ырăпа палăртрĕç. Çатракасси шкулĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури учителĕ регион хавхалантарăвне – 100 пин тенкĕ гранта – тивĕçрĕ. Эпĕ унран çак çитĕнÿ пирки каласа пама ыйтрăм.

– Эпĕ ачаранах учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Манăн педагогика ĕçĕ Кашмаш шкулĕнчен пуçланчĕ. Унта 1990 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕçлеме тытăнтăм. Малтанхи вăхăтрах ачасеме пĕр чĕлхе тупрăм пулас. Уроксем кăмăла каймалла иртетчĕç. Ачасемпе уйрăмах тĕрлĕ произведени вулама, ун хыççăн тĕп геройсене пĕрле сÿтсе явма юрататтăмăр. Çавна май ачасен шухăшлавĕ, калаçăвĕ çивĕчленетчĕ. Тĕслĕхе илмелли геройсем те, сивлемеллисем те пурччĕ. Çак шкулта ачасене 8 çул вĕрентрĕм. Кайран Çатракасси шкулне ĕçлеме куçрăм. Çапла пĕр улшăнмасăрах çав шкулта ĕçлетĕп.

Шкулсенче кĕркунне çулленех пĕтĕм Раççей олимпиадисем пуçланаççĕ, малтан – шкул тапхăрĕ, кайран муниципалитет ăмăртăвĕсем пыраççĕ. Ун хыççăн çĕнтерÿçĕсемпе республика шайне тухатпăр. Темиçе çул ĕнтĕ чăваш чĕлхи тата чăваш литератури олимпиадисем тĕнче шайĕнче иртеççĕ. Шкул шайĕнче 5-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класс таран хутшăнаççĕ. Муниципалитет шайĕнче 7-мĕш класран пуçласа иртет. Çулленех эпир округ шайĕнчи олимпиадăсене хутшăннă. Республика шайне кайма та пĕрре мар тивĕçнĕ, икĕ вĕренекен малти вырăна тухни пулнă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче республика шайне виçĕ ача тухрĕ пирĕн. Вĕсенчен пĕри республика призерĕ пулчĕ, тепĕр тапхăрти олимпиадăна хутшăнма тивĕçрĕ. Вăл – тăххăрмĕш класра вĕреннĕ Ангелина Чайкина. Призер шутне лекнипе эпир тĕнче шайĕнчи олимпиадăна хутшăнма тивĕçрĕмĕр. Çак олимпиадăра тăххăрмĕш классем хушшинче икĕ призер тата пĕр çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Çĕнтерÿçи – пирĕн вĕренекен. Ку пирĕншĕн чăннипех те пысăк ĕç тата хавхалану. Эпир, паллах, çĕнтерме ĕмĕтленнĕ, тĕрĕссипе вара çапла пуласса шансах кайман. Пулчĕ вĕт! Ангелина чăннипех те пултаруллă хĕр ача. Тăххăрмĕш класран вăл «пиллĕк» паллăпа вĕренсе тухрĕ. Унăн аппăшĕпе те олимпиадăсене хутшăннă. Йăмăкĕ иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тăван ен культурин, чăваш чĕлхин олимпиадинче призер пулчĕ. Çакăн пек çĕнтерÿ пĕр кун е пĕр-икĕ çул хатĕрленнипе пулакан çитĕнÿ мар. Ĕçри ăсталăх пухăннă май олимпиадăна хатĕрлесси те хăйне майлă пулса пырать. Паллах, çитĕнÿ ачаран тата вĕрентекенрен кăна килмест. Кунта ашшĕ-амăш тÿпи те, шкул администрацийĕн тÿпи те пур. Вĕсем хавхалантарса, пулăшса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурне те пысăк тав. Малашне те ĕçлеме пурин те сывлăх тата кăмăл пултăр. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тăххăрмĕш класс ертÿçи пулнăччĕ. 14-ăн пулчĕç вĕсем манăн, 5-шĕ вара хĕрлĕ хуплашкаллă аттестатпа вĕренсе тухрĕ. Халĕ вуннăмĕш класа куçрăмăр. Ачасемпе ытла аякка тухса çÿрейместпĕр, Шупашкара çитсе килтĕмĕр. Хамăн ĕçе эпĕ чăннипех те юратса ĕçлетĕп. Чăваш чĕлхи класĕ те питĕ лайăх пирĕн. Малтанхи вĕрентекен Эльвира Димитриевна Ярикова та кабинета тĕрĕс йĕркелес тесе нумай тăрăшнă. Ун хыççăн ăна эпĕ татах та пуянлатрăм. Чăваш чĕлхи кабинечĕсен республикăри 2014 çулхи конкурсĕнче пирĕн кабинет иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Ачасемпе тата уйрăммăн тĕрлĕ конкурса хутшăнсах тăратпăр. «Çулталăкри учитель», «Классный классный» конкурссене пĕр хутчен кăна та мар хутшăннăччĕ. Çапла ĕçлесе пыратпăр, – терĕ Людмила Валериановна. Людмила Никитина виçĕ ача амăшĕ. Ачисем пурте Мускав хулинче аслă пĕлÿ илнĕ. Асли – Надежда, иккĕмĕшĕ – Анас- тасия, кĕçĕнни – Софья. Мăнуксем те ÿсеççĕ, ĕçлеме хавхалантараççĕ. «Виççĕн вĕсем манăн. Чăвашла калаçма пĕлеççĕ, çавă савăнтарать», – терĕ кукамай.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6