Салтаксене пулăшаççĕ, тавралăха илем кĕртеççĕ
Халăх умри йывăрлăхсене çĕнтерессишĕн, тавралăх илемĕшĕн кар тăрса тăрăшни Тăван çĕршывăн аталану çулĕсене уçса парать, мĕн патне ăнтăлса ĕçлемеллине кăтартать. Çакă паянхи лару-тăруран та аван курăнать.
Пирĕн арçынсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма пуçланăранпа вăхăт самаях иртрĕ. Ăнланатпăр, вĕсем ку хирĕçтăрура та Раççей çĕнтерессе шанса тăтăшах вăрçă хирне тухаççĕ. Пирĕн салтаксем унта хăйсем пĕччен пулманнине пĕлсе, вĕсене тыл çирĕп пулăшнине ăнланса тăшмана кунсерен çĕнтерсе пыраççĕ. Фронтри ентешсене тылри ĕçченсен тăрăшулăхĕ куллен вăй парать. Раççейре пурăнакансенчен кашниех унти лару-тăрупа тăтăш паллашса пыма тăрăшать. Мĕншĕн тесен нумайăшĕн мăшăрĕ, ывăлĕ-мăнукĕ çав вăрçă вут-çулăмĕнче нацизма хирĕç тăрса пирĕн çутă малашлăхшăн çапăçать. Паллах, çухатусемсĕр те мар. Анчах Раççейре пурăнакансем çак йывăр вăхăтра пĕр йыша пухăнма пултарни çĕнтерÿ те пирĕн енче пуласса шантарать. Украинăри вăрçă вут-çулăмĕ кăларса тăратнă йывăрлăх умĕнче пирĕн халăх пĕр йыша пĕрлешме пултарчĕ. Çĕнтерÿ хамăр енче пуласса тылра пурăнакансем ятарлă çар операцине тухса кайнă салтаксене паян пĕр çын пек пулса пулăшма тăрăшнинчен аван куратпăр çакна. Муркаш муниципалитет округĕнчен юлашки çулсенче ятарлă çар операцине тухса кайнисене пирĕн граждансем тĕрлĕ енлĕ гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерессишĕн çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Çапла вара инçет çула мобилизаципе тухса кайнă ентешсене те, хăйсен ирĕкĕпе çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнисене те вăхăтра ытлă-çитлĕ пулăшу парассине вĕсем кулленхи ĕç вырăнне йышăнаççĕ.
– Çĕршыв интересĕсене тăван килтен инçетре хÿтĕлекенсем фронтра хăйсене шанчăклă туйччăр тесе вăй çитнĕ таран пулăшассине паян хамăр тивĕç тесе шутлатпăр. Пирĕн пулăшу вырăнлă пултăр тесе округри ветерансен организацийĕ тата агропромышленность комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен пĕрлĕхĕ пĕр шухăшлă пулса вĕсем валли маскировка сетки çыхассине йĕркелерĕç, – пĕр саслă пулса калаççĕ ĕç ветеранĕсем сетка çыхнă хушăрах хăйсем округ центрне тирпей-илем кĕртессинчен те катара юлманинне палăртса (сăн ÿкерчĕкре). Иртнĕ кунсенче вĕсем кар тăрса Муркаш центрĕнчен перекет банкĕ патне пыракан çул хĕррипе лартнă чечексене çумран тата хăрнă тĕмĕсенчен тасатса тухрĕç, тĕллĕн-тĕллĕн шăварчĕç.
– Тĕпрен илсен, мирлĕ вăхăтра пурăнатпăр пулсан та, Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 çулсенчи хăрушă вăрçине кашниех астăватпăр. Çавăнпа та паян çав вăрçăна хутшăннисен мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем пĕр çын пек пулса çĕршыв хÿтлĕхне тăчĕç пулсан, вĕсене пулăшмасăр епле тăрса юлас-ха? Хамăр Тăван çĕршыва юратакансемшĕн пирĕн енчен хирĕçле хурав пулаймасть те, – терĕç манпа пĕр çын пек пулса калаçăва хутшăннă ветерансем. Сăмахăма вĕçлесе хастар ветерансен ячĕсемпе кăсăклантăм. Вĕсем пурте пĕр çын пек ĕçленине палăртса пĕрне тепринчен уйăрмарĕç. Ку та, ман шутпа, ветерансен ырă енĕ. Муркашри «Ветеран» участок округ центрĕнчи перекет банкĕн çуртĕнче вырнаçнă. Тăрăшуллă ветерансем çак кунсенче хамăр салтаксем валли хурăн милĕк хатĕрлес ĕçе те йĕркелерĕç.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
