Пушаннă йăрансене мĕн акар?

Категория: Общество Опубликовано: 13.08.2026, 14:05 Просмотров: 14

Ку ыйту килти хушма хуçалăх тытакан патне çулленех пысăк пĕлтерĕшпе тухать. Ăна кашни пахчаçă хăйне май татса пама тăрăшать. Мĕншĕн тесен килти хушма хуçалăх тытакан харпăрлăхри çĕре пушă вырттарма хăнăхман. Çавăнпа ыранхи куна пăхса ĕçлесе вăл пахча çимĕç йăранĕсене ылмаштарсах тăрать.

Кашни кил хуçалăхрах ыттисенчен маларах ыхрапа сухан йăранĕсем пушанаççĕ. Харпăрлăхри çĕр çине хуçалла пăхакан пахчаçă вĕсене хура кĕрчченех пушă вырттармасть. Кун пек тусан вăл çум айне пулать, хăйĕн структурине çухатать. Çапла ан пултăр тесе пахчаçăсен пысăк пайĕ çу кунĕсен иккĕмĕш тапхăрĕнче çав йăрансем çинче татах тухăç илессишĕн тăрăшать. Нумайăшĕн ума лартнă тĕллевĕсем пурнăçланни ыттисене те вĕсен ĕçне алла илме ыйтать. Çак тапхăрти тĕп ĕçсемпе вĕсен вăрттăнлăхĕсем çинче паян кĕскен чарăнса тăрар-ха. Сухан тата ыхра лартса ÿстернĕ йăрансем çине ку йышри ÿсен-тăрана специалистсем сахалтан та 3 – 4 çул лартма сĕнмеççĕ. Унта иккĕмĕш тухăç валли симĕсле çимелли культурăсем (редис, дайкон, пекин купăсти, пăрçа, фасоль) акма-лартма юрать. Вĕсем çĕр пулăхлăхне юсама пулăшаççĕ. Пахчари йăрансем пĕрремĕш пушаннă хыççăн çĕр пулăхне тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварас тесен пахчаçăна сидерат культурисемпе ĕçлени вырăнлă: фацели, шурă горчица, аика тата сĕлĕ е вĕсен хутăшне акни аван пулать. Пушаннă йăрансене пахчаçă çĕр çырли лартса хăварма пултарни те çĕр пахалăхне ÿстерме пулăшать. Çĕнĕ культурăсем лартиччен йăрана тĕплĕ хатĕрлес пулать: кивĕ е çĕрĕк сухан-ыхрана пуçтарса илмелле, тислĕк е минераллă удобрени хывмалла та вĕсене йăран çине пусса хумалла.

Йăрансене пушă ан хăварăр

Кĕр çитсен ыхрапа сухана кăларса илнĕ хыççăн йăрансене кантарни лайăх пек туйăнать, анчах... Кун пек чухне вĕсем çум курăкне валли лайăх вырăн пулса тăраççĕ. Çапла вара 4 – 6 эрне иртсен йăрансем нумай çул ÿсекен çум курăкĕн плантацийĕ пулса тăраççĕ. Кунсăр пуçне хĕвел питĕнче усăллă микроорганизмсем вилеççĕ, ана куç умĕнчех çитес сезон валли вăйсăрланса юлать. Çум курăкĕсем сиен тунисĕр пуçне çĕрĕн çиелти сийĕ çумăрсем çунипе хытса ларать, ÿсен-тăран çуккипе çĕр пичĕ вăхăтсăр типсе кайма пултарать. Тымар системине апатлантаракан калипе азота тата ытти микроорганизма çил «кăларса» каять.)сен-тăран çукран çĕр органика çуккипе аптăрама пуçлать.

Суханпа ыхра хыççăн мĕн акмалла?

Суханпа ыхра сухан тымарлă ÿсен-тăран йышне кĕреççĕ. Вĕсен чирĕсем те, сăтăрçисем те пĕр йышшисемех. Çавăнпа та суханпа ыхрана пĕрре лартнă вырăна 3 – 4 çулсăр тепре лартма сĕнÿ çук. Кунпа пĕрлех вăл вырăна сухан тымарлă чечексене лартни те усăллă маррине шута илĕр. Суханпа ыхрана пĕр вырăна лартни çĕре пăчăлантарать, тухăçа курăмлă пĕчĕклетет. Çавăнпа та сухан-ыхра вырăнĕсене çулсерен улăштарса тăни аван, вăл тухăç çине ырă витĕм çеç кÿрĕ. Суханпа ыхрана пуçтарса илнĕ хыççăн вăл вырăна тăм ÿкиччен пулса çитекен культурăсене акни вырăнлă шутланать. Вĕсем: укроп, петрушка, салат, шпинат т. ыт. те.

«Российская газета» хаçатран.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6