Редакцирен . Оринин ял тăрăхĕнчи Тереçре пурăнакан Александр Шариков пахчаçă-агроном пирĕн хаçатпа вуншар çул туслă çыхăну тытать. Хăйĕн канашĕсенче вăл хаçат вулакансене тĕрлĕ хыпарпа пĕрлех пахчаçăсене кирлĕ ырă сĕнÿсемпе те тăтăш паллаштарма тăрăшать. Паянхи кăларăмра Александр Матвеевич улмуççисене кĕркунне сыпассипе калаçма кăмăл турĕ. Халĕ ăна сăмах паратпăр.
– Тавах калаçăва чĕннĕшĕн. Çуркуннепе кĕркунне килти хушма хуçалăхра сад-пахча тытакансемшĕн – уйрăмах ответлă тапхăр. Чи пысăк ĕç – улмуççи вăхăтра сыпса ÿстересси. Çакна валли сад ĕрчетекенсемшĕн паян тĕрлĕ мел пур. Вĕсенчен пĕри – сапанпа (папакпа) сыпасси. Садри улмуççине асăннă мелпе сыпма кил хуçин ятарласа паха йывăç (подвой) ÿстермелле. Çав тĕллевпе вырăнти çанталăк условийĕсене ăнăçлă тÿссе ирттерекен, чир-чĕре парăнман улмуççин вăрлăхĕпе усă курни ăнăçлă шутланать. Ăна пахчара ятарласа хатĕрленĕ вырăна – хунавсен шкулне – кĕркуннех акса хăвармалла. Сыпма вăрлăх акса ÿстернĕ улмуççин хуппи çÿхе те тикĕс пулмалла. Вăхăт çитсен сыпас ĕçе пахчаçăн кая хăвармалла мар. Ăна ăнăçлă пурнăçласси вулă диаметрĕ 1 см ÿссе çитсен аван шутланать. Пирĕн тăрăхра улмуççие папакпа сыпмалли лайăх вăхăт – утă уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн пĕрремĕш çурриччен. Сыпма хамăра килĕшекен паха сортлă улмуççин хĕвел çути енчи лайăх аталаннă тата ÿсме чарăннă кăçалхи тураттисемпе усă куратпăр. Вĕсене 20 см кая мар касса илетпĕр. Унтан сад çĕççипе турат çинчи çулçăсене касса папаксем вырăнне 7-10 мм хăваратпăр. Улмуççие сапансем хатĕрленĕ кунах сыпмалла. Енчен те тĕрлĕрен сăлтава пула çак ĕçе тепĕр куна куçарма тивсен, хатĕр сапансене нÿрĕ пир-авăр татăкĕпе чĕркесе сивĕтмĕшĕн аялти пайне хумалла. Сыпнă хыççăн сапансем çине улмуççин кашни сортне палăртса этикетка çыхмалла. Ку ĕç пахчаçăна хăйĕн ĕçĕн аталанăвне сăнаса тăма пулăшать. Сыпма ÿстернĕ çамрăк улмуççин аялти тураттисене маларах иртмен пулсан, вĕсене халĕ касма тивет. Вуллине вара çĕртен 20 – 30 см çÿллĕш лайăх çуса тасатмалла. Унтан улмуççин çурçĕр енчи вулли çинчи хуппине Т саспалли евĕрлĕ касмалла. Вăл тăпраран 5 – 8 см çÿлерех пулмалла. Чи малтан йывăç хуппине вулă урлă асăрханса, йывăç тĕшшине сиенлемесĕр, 1,5 см тăршшĕ касатпăр. Ун хыççăн çак вырăнтан 3 см аялтан çÿлелле вулă тăрăх хуппине касса хăпаратпăр. Çĕçĕн çивĕч пайĕ вулă урлă каснă вырăна çитсен, ăна унтан илмесĕр хупăсен кĕтесĕсене уйăрса сулахаялла тата сылтăмалла çĕклентеретпĕр. Анчах касса хăпарнă хуппа йывăç тĕшшинчен çĕклентермесĕр аялта 1 см тăршшĕ хăваратпăр. Çакă вара сыпма вырнаçтарнă папакăн аялти вĕçне каснă хупă айне тачă вырнаçтарма май парать. Малтанах хатĕрленĕ турат çинчи лайăх аталаннă папака хупăпа 3 см тăршшĕ касса илетпĕр. Папак тĕлĕнчи хупă айĕнчи йывăç тĕшшин сийĕ пирус хучĕ хулăнăш пулмалла. Сулахай алăпа çулçă авринчен тытса ăна Т евĕрлĕ каснă хупă айне асăрханса аялалла куçарса тачă вырнаçтармалла. Папак урлă каснă вырăнтан 1 см аяларах пулмалла. Çавăн пекех унăн çÿлти пайĕ каснă йĕртен 1 см яхăн юлма пултарать. Унăн çÿлти вĕçне хупă урлă каснă вырăнпа тĕлме-тĕл туса кĕскетмелле. Çавăн пек кассан сыпмалли тата сыпăнакан вырăнсем пĕр-пĕринпе лайăх пĕрлешеççĕ. Сыпма вырнаçтарнă папак ик енчи хупăпа лайăх витĕнтĕр тесе хупăна пÿрнесемпе пусăрăнтармалла. Çак вырăна нимĕн те сĕрме юрамасть. 1,5 см сарлакăш пусма татăкĕпе е полиэтилен хăйăвĕпе çаврăм туса çыхмалла çеç. Сыпнă папака уçă хăвармалла, нимĕн те сĕрмелле мар. Тепĕр 3 – 4 эрнерен ĕç пахалăхне тĕрĕслемелле. Сыпнă папак çумĕнчи çулçă аври кăшт тĕкĕннипех уйăрăлса ÿкни улмуççи сыпăннине пĕлтерет. Çапла вара çирĕплетме усă курнă пир-авăр татăкне сапан сыпнă вырăнтан илме юрать.
Август 2026 |
