Юлашки çулсенче çынсене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси кун йĕркине кĕнĕрен практикăра час-часах вĕсен чиккине палăртасси пирки ыйту сиксе тухать. Редакци почтинче те ку ыйтăва хускатакан çырусем тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та çĕр лаптăкĕн чиккисене палăртассипе сиксе тухакан ыйтусем çине хурав шыраса эпир Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕпе Екатерина КАРПЕЕВĂПА çыхăнтăмăр. Унпа ирттернĕ калаçуран хаçат вулакансем те хăйсем валли усăллине илме пултарасса шанатпăр.
– Екатерина Владимировна, çĕр участокĕн чиккисене палăртасси питех те кирлĕ-и? Уйăрса панă лаптăка карта тытса çавăрни çитмест-и? Пирĕн вулакансен ыйтăвĕсем çине ансат ăнлантарусем парăр-ха. Нумайăшĕ чикĕпе карта тытнă пулсан, вăл çĕр вĕсен харпăрлăхĕнче шутланать тенипе тĕл пулатпăр – хăшне ĕненмелле?
– Кунта ăнланманлăх тĕп вырăнта тăрать. Карта вăл – çын хăй аллипе тунă япала. Вăл таçта та тăма пултарать, çав шутра çыннăн шутланакан çĕр участокĕнче те. Патшалăх актĕнчи схема вăл – вырăнпа çыхăнтарман çĕр участокĕн чертежĕ. Юридици пĕлтерĕшлĕ чикĕ тесе куçман пурлăхăн вăл е ку вырăнпа çыхăнтарнă тата Пĕрлехи патшалăх реестрне кĕртнĕ чиккине калатпăр. Кунашкал кăтартусем çук пулсан, саккун тĕлĕшĕнчен сирĕн çĕр участокĕ ăçта вырнаçнине, вăл ăçта пуçланса хăш тĕлте вĕçленнине тата унăн лаптăкĕ мĕн чухлĕ пулнине никам та калаймасть. Практикăра час-часах çакăн пек тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ: граждансем темиçе çул 10 сотка çĕрпе усă куратпăр тесе налук тÿлеççĕ, хăйсен харпăрлăхĕнче вара – 8 сотка кăна.
– Чиккисене палăртман çĕр участокĕсем пирĕн ялсенче нумай-и?
– Чăваш Республикин территорийĕнчи 642829 çĕр участокĕ пирки пĕлтерни Куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнче пур. Вĕсенчен 161 пин участокăн чиккисене паян кун та палăртман. Куратпăр ĕнтĕ, ку енĕпе вырăнсенче ĕçлемелли пайтах.
– Чикĕ паллă пулманнипе практикăра час-часах мĕнле çивĕч ыйтусем сиксе тухаççĕ?
– Практикăра чикĕ паллă мар чухне кÿршĕсен пĕр-икĕ ыйтупа çеç мар тĕл пулма тивет. Тĕслĕхрен, кÿршĕ карта тытнă чухне кăшт айккинелле пăрăнса хăй сисмесĕрех тепĕр хуçалăхăн çур метр çĕрне «хăйĕн харпăрлăхне куçарнă». Çак никĕс çинче ку таранччен пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл пурăннă кÿршĕсем хушшинче харкашу та пуçланать – ĕç час-часах суд ларăвне çитет. Çĕр ыйтăвĕсем – суд практикинче чи вăрăма тăсăлакан ĕçсем. Хăш-пĕр çынсем темиçе сантиметршăн та çулсем хушши судлашма хатĕр. Уйрăм ыйту – строительство. Енчен те гражданин Куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрне кĕртнĕ чиккисене палăртман çĕрте пурăнмалли çурт тума пуçлани вăхăт иртсен уйрăмах хакла ларма пултарать. Гражданин строительство ĕçĕсене пуçласа унта миллионшар тенкĕ хывать. Саккунпа пăхсан вара пурăнмалли çуртăн фундаменчĕ, унăн пĕр пайĕ е çурчĕ пĕтĕмпех кÿршĕ участок территорийĕнче вырнаçнă. Унтан та хăрушăраххи – пурăнмалли çурта çурт-йĕр çавăрма юраман вырăнта çĕклени. Ку вăл çемьешĕн йывăрлăх мар, чăн-чăн катастрофа.
– Участок нимĕнпе те паллă мар пулсан (карта тытман, çурт-йĕр çавăрман), унăн хуçисемшĕн ытларах мĕнле хăрушлăх ума тухса тăрайрать?
– Кунашкал вырăнта нумайăшĕ шухăшламан пысăк хăрушлăх пур. Енчен те эсир çĕр лаптăкне карта тытса çавăрман тата унта нимĕнле çурт-йĕр те туман, унăн чиккисене Росреестрта юридици енчен регистрацилемен пулсан, влаç органĕсем çĕр участокне ирĕклĕ тата усă курман лаптăк тесе йышăнма пултараççĕ. Кунашкал лару-тăрура вĕсем çĕр участокĕпе хăйсем пĕлнĕ пек усă курма – урăх çынна пама е муниципалитет валли илме – пултараççĕ. Çĕр хуçин вара вăл хăйĕн харпăрлăхĕ пулнине судра çирĕплетмелле пулса тухать.
– Çĕрпе усă курас саккунра иртнĕ çул вăя кĕнĕ çĕнĕлĕхсем пирки кĕскен каласа памăр-ши? Мĕн улшăнчĕ çĕр хуçисемшĕн, мĕнле çĕнĕлĕхсем вăя кĕчĕç?
– 2025 çулта 487-мĕш номерлĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн улшăнусем ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсем учетпа регистраци ĕçĕсене вăхăтлăха чарса лартмалли çĕнĕлĕхсене çирĕплетрĕç. Кăна ансаттăн çапла ăнлантарма пулать: ЕГРНра сирĕн çĕр участокĕн чиккисем пирки калани çук пулсан, юридици пĕлтерĕшлĕ чылай ĕçе пурнăçлама май килмест. Конкретлă калаçар. ЕГРНра харпăрлăхри çĕр участокĕн чиккисем çук пулсан, эсир çĕр лаптăкне кадастр учетне тăратаймастăр, унта пурăнмалли çурт, капиталлă мунча, гараж тусан е сирĕн участокра туса çитереймен ытти объект пур пулсан, эсир вĕсен харпăрлăх правине саккунпа килĕшÿллĕн регистрацилейместĕр. Эсир виçтермен çĕр участокĕ çинче туса лартнă пурăнмалли çурта регистрацилеме тăрсан сире чи малтан участок чиккисене палăртма ыйтаççĕ. Ку вăл пур çĕр категорийĕсене те пырса тивет. Маларах пуçланă ыйту çĕр участокне харпăрлăха илмен еткерçĕсене те пырса тивет. Виçтерсе çирĕплетмен чикĕсĕр çĕр участокне унăн хуçи саккунпа килĕшÿллĕн сутма-парнелеме пултараймасть. Маларах вăхăтра практикăра ют çыннăн çĕр участокне сутни-илни те тĕл пулкаланă. Паян вара çĕр участокĕсен саккунпа килĕшÿллĕн чиккисем пулнăран кун пек тума майĕ çук. Хăвăр суйланă çĕр чиккисемпе, унăн формипе тата лаптăкĕпе эсир маларах кадастр картти çинче паллашма пултаратăр.
– Хăйсене саккунпа килĕшÿллĕн уйăрса панă çĕр участокĕн чиккисене палăртман граждансене эсир паян мĕн сĕннĕ пулăттăр?
– Рынок хутшăнăвĕсем аталаннă вăхăтра кашни çĕр участокĕн вырăнĕ тата çирĕплетнĕ калăпăшĕ пулмалла. Çавăн чухне кăна унпа суту-илÿре саккунпа килĕшÿллĕн усă курма пулать. Çĕре виçтерни – ахаль пулăм мар. Вăл харпăрлăхри пурлăхăн саккунлă хÿтĕлевĕ пулса тăрать. Çавăнпа та çĕр виçтернĕ вăхăтра кадастр инженерĕпе çыхăнмалла, лаптăка саккунпа килĕшÿллĕн виçтермелле те ăна ЕГРНа кĕртмелле. Пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме документсене Росреестра кадастр инженерĕ хăй çитерсен вырăнлăрах. Çирĕплетнĕ чикĕсем сире пурăна киле кÿршĕсемпе çĕр ыйтăвĕ çинче хирĕçÿсем тухасран хÿтĕлет, участока сутма, ун çинче çурт- йĕр тусан вĕсене регистрацилеме май парать. Паян ирттернĕ калаçу никĕсĕнче – сирĕн пурлăхăн хăрушсăрлăхĕ. Ку вăл паянхи çĕр хуçисемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Анатолий ПЕТРОВ калаçнă.
Сентябрь 2026 |
