РФ Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕ çул çитмен çамрăксем йĕрке пăснине тупса палăртасси, ăна асăрхаттарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Муркаш округ территорийĕнче кăçалхи январь – август уйăхĕсенче çул çитмен çамрăксем хутшăннипе 5 преступлени регистрациленĕ. Çак йĕркесĕрлĕхе вĕсем 4-ăн хутшăннă. Вĕсенчен ытларахăшĕ ют çыннăн пурлăхне вăрланипе çыхăннă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 3 преступление çул çитмен 3 çамрăк хутшăннă пулнă.
Обществăлла хăрушла ĕçсене хутшăннă 3 факт пур. Пĕр тĕслĕхре икĕ çамрăк автомашина çĕмĕрнĕ. Тепĕр тĕслĕхре укçа вăрланă. Çак ачасене Чăваш Республикин ЦВСНП ведомствине вырнаçтарма материалсене район судне тăратнă. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмра 26 çамрăк учетра тăрать.
Кăçал профилактика учетне 12 çамрăка шута илнĕ. 11 çамрăка учетран кăларнă, вăл шутран 2-не – 18 çул тултарнипе, 6-не – тĕрĕс çул çине тăнипе, 2-не – пурăнмалли вырăна улăштарнипе, 1-не – çак лару-тăрупа шайлашса тăманнипе. Учета илнисенчен 21 ача шкулсенче вĕренет, техникумпа аслă вĕренÿ заведенийĕнче – 2 ача, 3 ача ниçта та вĕренмест тата ĕçлемест. Сентябрь пуçламăшĕ тĕлне çул çитменнисем тĕлĕшпе пĕтĕмпе 120 протокол çырнă. Вăл шутра – çамрăксем тĕлĕшпе 43 протокол. Тĕпрен илсен, çамрăксем çул-йĕр правилине пăснипе. Питбайкпа тата çакăн йышши ытти транспорт хатĕрĕпе чупакан нумай, çавăн пекех пысăк хăвăртлăхпа çаврăнса ÿкнĕ е пырса çапăннă тĕслĕхсем пур. Кунта чи малтанах ашшĕ-амăшĕн тимлĕ пулмалла. Çул çитмен çамрăксене ун пек хатĕрсене туянса пама тăхтамалла, ачасем ăçта тата хăçан ларса тухса кайнине пĕлсе тăмалла. Кăçалхи 8 уйăхра çул çитмен çамрăксем йĕркене пăсассине асăрхаттарас тĕлĕшпе ПДН инспекторĕсемпе тата шалти ĕçсен пайĕн ытти сотрудникĕпе пĕрле шкулсенче право темипе 59 асăрхаттару калаçăвĕ ирттернĕ. Çак тĕл пулусене 5200 ача хутшăннă. Профилактика ĕçне маларах тăвасси çине тимлĕх уйăратпăр.
Пирĕн округ территорийĕнче «Солнышко», «Березка», «Лесная сказка», «Алый парус» çуллахи ача лагерĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсенче канакан кашни сменăпа профилактика калаçăвĕ ирттертĕмĕр. Çул çитмен çамрăксем йышлă пухăнакан вырăнсене тухса çÿретпĕр. Ку тĕлĕшпе 38 рейд ирттертĕмĕр. Ашшĕ-амăш тивĕçне кирлĕ шайра пурнăçлама пултарайманнисемпе те профилактика ĕçĕсем пыраççĕ, çавăн пекех ачасен саккунлă представителĕсемпе те тĕл пулатпăр. Ăнăçсăр 40 ашшĕ-амăшĕ профилактика учетĕнче тăрать. Кăçал 17 ашшĕ-амăшне учета илнĕ, 12-не учетран кăларнă. Çавăн пекех тепĕр кăткăс самант вăл – дропперсем. Тепĕр майлă каласан, укçана ултавçăсем патне ултавлă майпа куçарма пулăшакансем е çак ĕçе хутшăнакансем тата ултавçăсене банк карттине сутакансем те пур. Тĕслĕхрен, çул çитмен пĕр çамрăк кăçалхи март уйăхĕнче паллă мар çынпа калаçăва кĕнĕ. Çав çын ачана ултавлă ĕç тума сĕннĕ, уншăн укçа хавхалантарăвĕ шантарнă. Çамрăкскер укçа ĕçлесе илме хатĕррине пĕлтернĕ. Хăйĕн расчетлă счечĕн номерне ултавçăна çырса панă. Ун çине ултавçă 52 пин тенкĕ куçарса панă. Çак укçаран 5 пин тенкĕ çамрăка хавхалантармалли пайĕ пулнă. Ытти пайне вăл ултавçăна каялла куçарса панă. Юрать-ха çак ĕç ачашăн тăкакпа вĕçленмен, апла пулин те ку тĕлĕшпе айăплав ĕçне пуçарнă. Çавна май ача суд умне айăплавпа тăрать. Банк карттине е расчетлă счета ултавçăсене сутакансене РФ УК 108 статйинче палăртнă йĕркепе айăплама пултараççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ача мĕн ĕçленине е кампа калаçнине, хутшăннине пĕлсе тата тĕрĕслесе тăмалла, ултавçăсем пирки вăхăтра асăрхаттармалла.
И. ИГНАТ ЬЕВА, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пай ертÿçи.
Сентябрь 2026 |
