Кăçалхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Раççейре пĕрремĕш хут Раççейри халăхсен чĕлхисен кунне паллă турĕç. Вăл РФ Президенчĕн В. Путинăн 2025 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнчи 798 номерлĕ хушăвĕпе иртрĕ.
Çак куна халалласа Муркаш муниципалитет округĕнче «Ăруран ăрăва – Из поколения в поколение» ятпа республикăри ашшĕ-амăш форумĕ иртрĕ. Кашмаш шкулĕнчи форум питех те анлă тата кăсăклă пулчĕ. Унта ашшĕ-амăшĕ, педагогсем, вĕренекенсен республикăри хăй тытăмлăх канашĕ, вожатăйсем, республика шкулĕсенчи советниксем тата ыттисем пухăнчĕç. Форум ĕçне Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕн çумĕ Александр Кириллов, «Росдетцентр» ФГБУ ашшĕ-амăшь пĕрлĕхĕпе ĕçлекен специалист Наталия Матвеева, Раççей театрĕпе кино актерĕ Никита Павленко, чăваш кинорежиссер-документалисчĕ Виктор Чугаров журналист, блогерсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Форумăн тĕп теми – тăван чăваш халăхĕн ăруран ăрăва куçакан чĕлхи, йăли-йĕрки, юрри-ташши, тĕрри-эрешĕ, апат-çимĕçĕ, ал ĕçĕ, тумĕ. Çак тупра пире асатте-асаннесенчен куçса пырать. Пирĕн вара çакна çамрăксене парса хăвармалла. Эпир хамăр чăваш пулнипе чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Форум ĕçĕ çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче паллаштарăпăр.
Сентябрь 2026 |
