Республикăри ашшĕ-амăш форумĕ Муркашра иртрĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 08.09.2026, 15:12 Просмотров: 50

IMG 20260908 135715

Сентябрĕн 8-мĕшĕ - Раççейри халăхсен чĕлхисен кунĕ

Республикăри ашшĕ-амăш форумĕ Муркашра иртрĕ.

Кăçалхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Раççейре пĕрремĕш хут Раççейри халăхсен чĕлхисен кунне паллă тăваççĕ. Вăл РФ Президенчĕн В. Путинăн 2025 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнчи 798 номерлĕ хушăвĕпе иртет.

Çак куна халалласа Муркаш муниципалитет округĕнче «Ăруран ăрăва - Из поколения в поколение» ятпа республикăри ашшĕ-амăш форумĕ иртрĕ. Кашмаш шкулĕнчи форум питех те анлă тата кăсăклă пулчĕ. Унта ашшĕ-амăшĕ, педагогсем, вĕренекенсен республикăри хăй тытăмлăх канашĕ, вожатăйсем, республика шкулĕсенчи советниксем тата ыттисем пухăнчĕç.

Форум ĕçне Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕн çумĕ Александр Кириллов, «Росдетцентр» ФГБУ ашшĕ-амăш пĕрлĕхĕпе ĕçлекен специалист Наталия Матвеева, Раççей театрĕнпе кино актерĕ Никита Павленко, чăваш кинорежиссер-документалисчĕ Виктор Чугаров журналист, блогерсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Форумăн тĕп теми – тăван чăваш халăхĕн ăруран ăрăва куçакан чĕлхи, йăли-йĕрки, ал ĕçĕ, юрри-ташши, тĕрри-эрешĕ, апат-çимĕçĕ, тумĕ. Çак тупра пире асатте-асаннесенчен куçса пырать. Пирĕн вара çакна çамрăксене вĕрентсе хăвармалла. Эпир хамăр чăваш пулнипе чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Форум ĕçĕ çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

Тĕплĕнрех хаçатăн малалли номерĕнче паллаштарăпăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4