Ҫитес ҫултан Соцфондӑн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗ «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» тата «СССР хисеплӗ донорӗ» паллӑпа чысланӑ граждансене ҫулсерен тӳлев пама тытӑнӗ. 2026 ҫулта тӳлемелли виҫе вара 19497,68 тенкӗпе танлашать.
«Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» кӑкӑр паллипе граждансене темиҫе хутчен тӳлевсӗр юн панӑшӑн наградӑлаҫҫӗ. Хисеплӗ донор маларах ҫуллен тӳлев илнӗ пулсан Соцфонд ӑна заявлени памасӑрах тӳлет. Ҫӗнӗрен «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» паллӑна тивӗҫнисене наградӑлани ҫинчен калакан сведенисем тӑрӑх палӑртӗҫ. Соцфонда заявлени ҫырма кирлӗ мар.
Сентябрь 2026 |
