Сăн ÿкерчĕкре пултаруллă, тăрăшуллă та ăста педагога куратăр. Юрий Скворцов чылай çул Шурча шкулĕнче ĕçлет, ачасене математика, физика тата ОБЗР предмечĕсемпе вĕрентет.
Çамрăк ăрăва вĕрентессинче, воспитани парассинче унăн тÿпи пысăк. Ĕçне кура – хисепĕ. Юрий Георгиевич ăсталăхне федераци шайĕнчи наградăпа хакларĕç. Çак кунсенче ăна çĕршыври Çут ĕç министерствин хушăвĕпе вĕренÿ ĕçĕнчи пысăк çитĕнÿсемшĕн, чылай çул тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Раççей Федерацийĕн вĕренÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысларĕç.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Сентябрь 2026 |
