Чӑваш Республикинче паянхи куна 225 пин ытла ҫын «Госуслуги.Дом» приложени вырнаҫтарнӑ.
Сервис ҫынсене учет приборӗсен кӑтартӑвӗсене пама, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшусемшӗн комиссисӗр тӳлеме тата управляющи компанисене заявкӑсене тӳрех смартфонран яма май парать. Унсӑр пуҫне усӑ куракансем пӗтӗм ҫуртри сасӑлавсене хутшӑнма, планпа пӑхнӑ ӗҫсем тата пулӑшу ӗҫӗнчи улшӑнусем ҫинчен хӑвӑрт пӗлме пултараҫҫӗ. Мобильлӗ технологисене ӗҫе кӗртни ҫынсене хут ҫырассинчен хӑтарать, вӑхӑта перекетлет.
Сентябрь 2026 |
