Сасăлама ан манăр

Категория: Общество Опубликовано: 24.09.2026, 09:06 Просмотров: 12

Сентябрĕн 18-мĕшĕнчен «Ниме – Халăх бюджечĕ» программăпа 2027 çулта пурнăçламалли проектсене суйлассипе онлайн-сасăлав пуçланчĕ.

Сасăлава çапла майпа йĕркелени питех те меллĕ. Çынсем тăван кĕтес аталанăвĕ çине тÿрремĕнех витĕм кÿме пултараççĕ. Проектсем вара мĕн чухлĕ сасă ытларахь пухаççĕ, вĕсене пурнăçлас шанăç çавăн чухлĕ ытларах пулса пырать. Пирĕншĕн кашни сасă пĕлтерĕшлĕ. Шăпах та сирĕн сасă ялсенчи çул-йĕр, шыв пăрăхĕсен, хăтлăх кĕртессин ыйтăвĕсен шăпине татса парать. Çавăнпа та çынсене активлăрах пулма ыйтас килет. Муркаш территори пайĕнче виçĕ пуçарулăх проекчĕ хатĕрленĕ. Вĕсем çаксем. Шаптак ялĕнче Центральная, Заречная урамсенче шыв башнипе шыв пăрăхĕсене улăштармалла. Иккĕмĕш проект та шыв пăрăхне юсассипе çыхăннă. Çак ĕç Шаптак ялĕнчи Новая Центральная, Молодежная, Прудовая, Новая урамсенче пулмалла. Малиновка ялĕн çăви патне пымалли вырăна хăт кĕртмелле. Çак кашни проект вырăнти çынсен пурнăç условине лайăхлатассипе çыхăннă. Проектсемшĕн республикăра пурăнакан 18 çул тултарнă кашни çын сасăлама пултарать. Çак ĕçе тума питех те ансат, сасăлав «Чувашия – онлайн» порталта иртет.

Пĕрле пулсан эпир кирек епле пысăк ĕçе те тума пултаратпăр.

Сăн ÿкерчĕкре: шыв башнине улăштарма вăхăт.

Алексей КИРИЛЛ ОВ, Муркаш территори пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4