Пурнăç çулĕ – çутă çул

Категория: Общество Опубликовано: 17.09.2026, 09:47 Просмотров: 27

Сентябрь уйăхĕнче паллă чăваш актерĕ, режиссерĕ, драматургĕ, вĕрентекенĕ Иван Дмитриевич Краснов çуралнăранпа 110 çул çитет. Унăн ячĕ – хăйĕн тăван Юнкă ялĕнчен пуçласа Чăваш Республикин театр пурнăçне çити – пурте пĕлекен ят. Çавăн пек çынсем çут тĕнчене çутатаççĕ.

1916 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче ун чухне Сĕнтĕр районне кĕрекен Явăльня ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă вăл. Халĕ ку ял Юнкă ялне кĕрет. 1933 çулта хресчен çамрăкĕсен Юнкăри шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн каччă Чăваш патшалăх театр училищине вĕренме кĕнĕ. Унта Иван «драма артисчĕ» специальноçпа вĕреннине çирĕплетекен диплома алла илнĕ. 1937 çулта Иван Краснов çар ретне тăнă. 1939 çулта Халхин-Гол çинче яппунсене хирĕç çапăçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине те хутшăннă. 1941 – 1943 çулсенче аслă старшина пулемет взвочĕн командирĕн çумĕ пулса Мускав тата Сталинград хулисене хÿтĕленĕ, паттăррăн çапăçнă. Вăл пÿлемет артиллерийĕн 350-мĕш уйрăм батальон йышĕнче тăнă. Ăна «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «1945çулта Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе тата ытти орден-медальпе чысланă. Фронтран таврăннă хыççăн Иван Краснов Мускаври А. Луначарский ячĕллĕ театр искусствин патшалăх институтне вĕренме кĕнĕ, театра ертсе пырас уйрăмра ăс пухма тытăннă. Чăваш студийĕнче вĕреннĕ. Унăн вĕрентекенĕ СССР халăх артисчĕ Михаил Тарханов профессор пулнă. Тарханов актер ăсталăхне, сцена сăмахлăхне вĕрентнĕ, интонаци, сасă тембрĕ тата сăмах уйрăмлăхĕсен вăрттăнлăхне уçса панă. Вăл И. Краснов В. Кузьмина, В. Родионов тата ытти паллă чăваш артисчĕсемпе пĕрле вĕреннĕ. Институтран вăл 1947 çулта драма театрĕн актерĕ пулса тухнă, «Чăваш драматургĕ Н. Айзман» ятпа çырнă диплом ĕçне вăл лайăх хÿтĕленĕ. Çав çулхинех Чăваш патшалăх академи театрĕн артисчĕ пысăк сцена çине тухнă. Тепĕр икĕ çултан театроведени уйрăмне кĕнĕ, «театр историйĕпе теорийĕ» специальноçа алла илнĕ. Тата тепĕр çултан Иван Дмитриевич куçса çÿрекен колхоз театрĕн художество ертÿçинче, директорĕнчеĕçлеме тытăннă. Ăна Чăваш Республикин колхоз театрĕн тĕп режиссерĕ пулма шаннă. Театр Сĕнтĕр районне кĕрекен Катькас ялĕнче вырнаçнă. Артистсем чăваш тăрăхĕнче кăна пулман, Тутар, Мари АССРĕсенчи, Куйбышев тата Чĕмпĕр облаçĕсенчи чăваш колхозĕсене те çитнĕ. 1950 çултанпа вăл РСФСР театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕнче тăрать. 1953 çулта театр Шупашкара куçнă. 1962 – 1969 çулсенче Иван Дмитриевич К. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн режиссер-постановщикĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. Унта вăл чылай спектакль лартнă. Уйрăмах халăхра палăрнисем Н. Айзманăн «Кай, кай Ивана», П. Осиповăн «Айдар», Ф. Шиллерăн «Коварство и любовь», А. Островскийăн «Не так живи, как хочется», К. Иванов çинчен «Тăвăл хыççăн тăвăл» драма. Пĕр вăхăт вăл республикăри Пукане театрне те ертсе пынă, Улатăр халăх драма театрĕн тĕп режиссерĕ пулнă, 1971 – 1975 çулсенче – Чăваш АССР-ĕн телевиденийĕпе радиовещани комитечĕн режиссерĕ. Чăваш Республикин культурăпа çут ĕç училищинче преподавательте тăрăшнă. Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Иван Краснова Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, СССР Культура министерствин тата культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотипе чысланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван яла таврăннă, Юнкă Культура çурчĕ çумĕнчи театра ертсе пынă. Кунта пултаруллă ентеш «Çурхи çилсем», «Ĕмĕт», «Любава», «Телейсĕр шăпа», «Вăрланă телей» спектакльсем лартнă. Вырăсла пьесăсем куçарнă, хăй те хайлавсем çырнă, сăмахран, «Юнкăпуç ачи». Иван Краснов 1944 çулта Нина Федоровнăпа çемье çавăрнă. Мăшăр Светлана, Ирина, Ольга тата Мария хĕрсем ÿстерсе, пурнăç çулĕ çине тăратнă. 1994 çулта вĕсем ылтăн туй паллă тунă. Пултаруллă ентеш 1995 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ, анчах та унăн ĕçĕ пурăнать. Халĕ те Юнкă ялĕнче вăл çуралса ÿснĕ кил пур. Вырăнти çынсем Иван Краснова сăпайлă та кăмăллă çынччĕ тесе асăнаççĕ. Унăн пултарулăх çути паян та пире çутатать тата нумай çул çутатĕ.

Георгий КОЖЕВНИКОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4