Пурнăç илемне курма пĕлеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.09.2026, 09:56 Просмотров: 28

Муниципалитет округĕнче пурăнакансем ĕçри тата культурăри пултарулăха аталантарнипе пĕрлех спортăн вуншар тĕсĕпе туслă пулнипе те пĕрремĕш çул мар паллă. Кунти ĕçе сывă пурнăç йĕрки тата ăна аталантарасси çул уçса пырать. Пирĕн ентешсен тĕрлĕ шайри спорт ăнăçăвĕсем пирки округ хаçачĕ пĕлтерсех тăрать. Пĕрисен ăнăçăвĕ ыттисене те спортпа туслашма хавхалантарать. Ку çул пирĕнтен кашнинех спортпа тата массăллă физкультурăпа тачă çыхăнура тытать. Вăхăт иртнĕ май вăл хуçалăх, муниципалитет, республика аталанăвне, çынсен пурнăç условийĕсене ырă витĕм кÿрет. Çакна ăнланакансем спорт мероприятийĕсене, вĕсен уйрăм тĕсĕсене аталантарасси пирки пĕртте манмаççĕ.

Çÿлерех калани юлашки çулсенче Муркаш тăрăхĕнчи сывă пурнăç йĕркипе туслă пенсионерсемшĕн те ют пулма пăрахрĕ. Раççейри пенсионерсен пĕрлĕхĕн Муркашри уйрăмне Петр Скворцов 6-мĕш çул ертсе пырать пулсан, округри пенсионерсен спартакиади кăçал 5-мĕш хут иртрĕ. Çак хушăра хамăр тăрăхра ырăпа палăрнă пенсионер-спортсменсем республикăра та лайăх ята тивĕçме ĕлкĕрчĕç. Яланах чи лайăх 5 команда йышне кĕнĕскерсем юлашки икĕ çул хушшинче 4-мĕш вырăнсем çĕнсе илме пултарни тăрăшулăх ÿсĕмĕ куç умĕнчех пулнине кăтартать. Унчченхи çулсенче палăрнă ырă енсем кăçал та пирĕн округри пенсионерсемшĕн ют пулмарĕç. Çулталăк хушшинче вырăнсенчи спорт ăмăртăвĕсенче палăрнă 8 команда спортсменĕсем авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче финалта тĕл пулчĕç. Вĕсем: Çатракасси, Шетмĕпуç, Оринин, Ильинка, Уйкас Янасал, Муркаш, Юнкăпуç тата Мăн Сĕнтĕр. Кашни командăра 10 çын пулни тата фестивале курма пынисем йышлă пулни спартакиадăна пысăк уяв туса хучĕç. Унта пынисенчен никам та ăмăртусенчен катара юлмарĕ: пĕрисем спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче вăй виçрĕç, иккĕмĕшсем вĕсене хавхалантарса тăчĕç. Пĕрле пулса кашниех хăйĕн командишĕн тăрăшрĕ.

– «Ватăлмаççĕ чунпа ветерансем» спортпа культура фестивальне ирттересси – сирĕн пуçару. Эсир çĕршыв экономикин интересĕсемшĕн пурнăçланă ĕçсене хисеплесе эпир те хирĕç каяймастпăр. Юлашки çулсенче хамăр округри пенсионерсем хушшинче спортпа культура фестивальне ирттересси ырă пуçару пулса тăчĕ. Эсир çак çула суйласа илни çулсем иртнине пăхмасăрах ветерансем йывăрлăхсем умĕнче пуç усманнине, активлăха çухатманнине çирĕплетет. Ку вăл – эсир пурнăç илемне курма пĕлни, ыранхи кунпа пурăнни, çамрăксемшĕн тăрăшни. Сирĕн ĕçри паттăрлăхăр ÿсекен ăрушăн ялан ырă тĕслĕх пулса тăрать. Спорт фестивалĕ пире юлашки вăхăтра çулсерен тĕл пулма май туса панишĕн эпир те паян сирĕнпе пĕрле савăнатпăр, – терĕ унта хутшăнакансене ăнăçлă стартсем сунса муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Иванов. Яланах ырăпа палăрнă пенсионерсем паян хăйсен пуçарулăхĕпе культурăра е спортра çамрăксене хавхалантарассине тĕп вырăнта тытаççĕ. Округри пенсионерсем хăйсен тăрăшулăхĕпе ку таранччен сахал мар ырă пуçару туни те – куç умĕнчех. Çакăнта вĕсем çулсем иртнине пăхмасăрах спортпа туслă пулнине уйрăммăн палăртса хăварас килет. Кунта Раççейри пенсионерсен Чăваш Республикинчи союзĕн Муркаш уйрăмĕн канашĕн ертÿçи Петр Скворцов тăрăшнипе тивĕçлĕ канăва тухнисем те юлашки çулсенче спортпа ытларах туслашса çамрăксене тĕслĕх кăтартма пуçларĕç. Аслă ăрури çынсен тăрăшулăхĕ вĕсемшĕн те ырă тĕслĕх пулни паян никама та иккĕлентермест. Малашне те çак ырă йăлана упраса хăварасчĕ. Çакăн пирки тата юлашки 5 çул хушшинче пирĕн пенсионерсем республикăри чи лайăх спортсменсен йышĕнче пулни пирки каларĕ Петр Алексеевич хăйĕн сăмахĕнче çывăх вăхăтра паянхи çĕнтерÿçĕсем республикăри ăмăртăва хутшăнма тивĕçнине палăртса. Çак кун пенсионерсем спортăн 5 тĕсĕнче вăй виçрĕç: 400 метр çуран чупса, эстафетăра ăмăртса, дартс вăййинче, пневматика винтовкинчен тĕл персе тата шашкăлла выляса. Ăмăртăвăн кашни тĕсĕнчех ветерансем активлă пулчĕç. 400 метра çуран чупса ăмăртассинче юнкăпуçсемпе муркашсем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Виççĕмĕш вырăнта – çатракассисем. Дартс вăййинче шетмĕпуçсене çитекенни пулмарĕ. Асăннă командăри Борис Васильевпа Людмила Борисова хăйсен командине пьедесталăн çÿлти картлашкине хăпартма пултарчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – юнкăпуçсемпе уйкас-янасалсем. Шашкăлла выляссипе арçынсемпе хĕрарăмсем уйрăммăн вăй виçрĕç. Арçынсем хушшинче шашкăлла выляссипе Мăн Сĕнтĕр командинчи Виталий Егоров палăрчĕ. Вăл 7 вăйăра 5,5 очко пухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Ильинка территори пайĕнчи Владимир Чернов, виççĕмĕшĕ – Оринин территори пайĕнчи Николай Зайцев. Хĕрарăмсем хушшинче те шашкăлла выляссипе юлашки вăйăчченех интерес тĕп вырăнта пулчĕ. Хĕрарăмсем хушшинче 7 вăйăра, фестивале хутшăнакансене пурне те çĕнтерсе, Муркашра пурăнакан Анфиса Анисимова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Мăн Сĕнтĕрти Альбина Егорова, виççĕмĕшĕ – Орининти Раиса Блинова. Пневматика винтовкинчен тĕл перессипе те кĕрешÿ хĕрÿ пулчĕ. Уйрăм ветерансем хушшинче кунта арçынсенчен Юнкăпуç территори пайĕнчи Владимир Михайлова çитекенни пулмарĕ. Хĕрарăмсем хушшинче Çатракасси территори пайĕнчи Антонина Иванова ытларах очко пухма пултарчĕ. Эстафета ăмăртăвĕнче те кĕрешÿ çивĕч иртрĕ. Çапах та мăнсĕнтĕрсем, хăйсен дистанцине 1 минут та 46,78 çеккунтра вĕçлесе, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Хыççăнхи вырăнсенче – орининсемпе (1 минут та 47,62 çеккунт) шетмĕпуçсем (1 минут та 51,69 çеккунт).

– Ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ пысăкки – пенсионерсемшĕн пысăк парне. Спорт пирĕн сывлăха упранипе пĕрлех хамăрăн туслăха та тивĕçлĕ шайра тытма пулăшать. Йыш пысăкки çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать, – терĕ ăмăртусене пĕтĕмлетнĕ май Раççей пенсионерĕсен ЧР союзĕн Муркаш уйрăмĕнчи канашĕн ертÿçи Петр Скворцов.

– Уява питĕ лайăх йĕркеленине тата унта хутшăнакансем тĕл пулса паян пĕр-пĕринпе хăйсен чунĕсене уçса калаçнине пăхма кăмăллă пулчĕ. Пурăнма пĕлсен, çулсем иртнине пăхмасăрах, пурнăç илемлĕ. Ăна хамăрăн лайăх йĕркелеме пĕлмелле. Ырă пуçару малашне те çухалмасса шанатăп, – терĕ уяв епле иртнипе кăсăклансан спортран та, юрă-кĕвĕрен те (фестивальте вăл пухăннисене балалайкăпа юрласа савăнтарчĕ) катара тăман Виталий Егоров (Мăн Сĕнтĕр территори пайĕ). Жюри пĕтĕмлетĕвĕ çак кун спортăн тата культурăн пур енĕпе те туслăх çĕнтернине çирĕплетрĕ. Ăна хирĕçлекен пулмарĕ. Пĕрле пулнă чухне пирĕн вăйсем те ытларах, тĕллевсем те пысăкрах. Çакна çирĕплетрĕç округри спортпа культура фестивальне хутшăннă аслă ăрури спортсменсем.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4