Юнкă урлă кĕпер пулĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.09.2026, 15:39 Просмотров: 13

Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Ниме – Халăх бюджечĕ» проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа ял çыннисем хăйсен тăрăхĕсене хăт кĕртессипе çанă тавăрса ĕçлеме пуçларĕç. Халĕ калани Юнкă территори пайĕнче пурăнакансемшĕн те ют мар. Хăйсем тăрăшсан нумай ĕçе пурнăçлама май пуррине юлашки çулсенче кунта пурăнакансем лайăх ăнланчĕç. Çавăнпа вĕсен пуçарулăхĕ халĕ çăл куç пек тапса тăрать. Кашнин тĕллевĕ – ыранхи пурнăçа хăтлăрах тăвасси тата пулас ăрусем валли ыррине ытларах çул парасси.

Иртнĕ кунсенче çÿлерех асăннă проектпа çитес çул валли палăртнă ĕçсем çумне ял çыннисем пĕр тĕллевлĕ тăрăшнипе Юнкă салинче Юнкă юхан шывĕ урлă тунă кĕпере юсаса çĕнетессине кĕртрĕç. Ку ĕçе пурнăçлассипе ялта пурăнакансенчен пуçарулăх ушкăнне йĕркеленĕ. Ăна Евгения Москалева ертсе пырать. Пурнăçламалли ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ пĕчĕк мар, 2869643,39 тенкĕпе танлашать. Вăл шутра 60 проценчĕ Чăваш Республикин бюджетĕнчен – 1721784 тенкĕ, 35 проценчĕ (1004374 тенкĕ) – муниципалитет йĕркелĕвĕнчен, 5 проценчĕ (143482 тенкĕ) – ялта пурăнакансен тÿпи. Ку проекта пурнăçа кĕртсен юхан шывпа шыв иртесси ÿсĕ, çырансем çирĕпленĕç, транспорт каçса çÿрессин хăрушсăрлăхĕ чакĕ. Кунпа пĕрлех урамсем хушшинчи çыхăну лайăхланĕ, юхан шыв хĕрринчи лаптăксене шыв илес хăрушлăх пулмĕ. Ларгота урамĕнчи хăтлăх ÿсĕ. Çынсем автомобиль пулăшăвĕпе тата пĕрремĕш пулăшу мелĕпе усă курасси лайăхланĕ, пушар хуралĕпе усă курасси тепĕр утăм малалла кайĕ, килсене автомашинăпа тĕрл тиев илсе çитересси меллĕрех пулĕ. Ырă улшăнусем хамăр алăра пулни юнкăсен тĕслĕхĕнчен аван курăнать. Кунашкал ыйтусем паян муниципалитет округĕнчи кашни ялтах тĕл пулаççĕ. Вĕсене кая юлмасăр татса парасси – вырăнта пурăнакансен тĕллевĕ. Ялта пурăнакансен активлăхне кура асăннă ĕçсем вăхăтра пурнăçланасса территори пайĕнче шанаççĕ. Юнкăсем пĕр çын пек пулса малашлăха пăхни тата вĕсем хăйсем умне лартнă тĕллевĕсене пурнăçлассипе алă усманни малашлăха пысăк шанăç парать. Тĕллевсем пысăкки вара пурне те пĕрле пулса ĕçлеме ыйтать.

Анатолий ПЕТРОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4