Ир-каç çăвакан кĕрхи çумăрсем кĕркунне вăй илнине систереççĕ. Малалла пăхсан вара хĕл кунĕсем те инçе мар.
Урамра шурă юр выртнă вăхăтра нÿхрепри пан улми кил хуçи арăмĕн ăсталăхне кура иртнĕ çуллапа кĕркуннехи илемлĕ вăхăтсене аса илтернине пĕлетпĕр. Çакна ăнланакан пахчаçăн сĕтелĕ хĕл кунĕнче те пан улмирен хатĕрленĕ тĕрлĕ çимĕçпе, унран вĕретнĕ чей-компотпа пуян. Сĕтел çинче йÿçĕтнĕ пан улми пулни кил хуçи арăмĕсем çу каçа вăхăта усăсăр ирттерменни тата вĕсен кĕрхи ăсталăхĕ пирки калать. Çапла вара паян пан улми йÿçĕтесси пирки калаçу пуçлар. Телее, кăçал кашни сад-пахчарах пан улми питех те ăнса пулчĕ. Унпа вăхăтра ĕçлеме кăна ан ÿркен. Ялта пурăнакансем ĕлĕкренпех пан улмине йывăç каткара е ытти савăтра йÿçĕтеççĕ. Çакна валли çирĕп пан улмисене суйласа илсе тĕпне хура хурлăханпа чие йывăççин çулçисене сарнă савăта пĕр сий туса хумалла. Унтан каллех – çулçă сийĕ, ун çине – пан улми сийĕ. Çапла майпа – савăт туличченех. Ăстасем пан улмине икĕ мелпе йÿçĕтеççĕ: тăварпа тата сахăрпа усă курса. Тĕплĕнрех вĕсем пирки калаçар. Пĕрремĕш тĕслĕхре пан улми çине ямалли шĕвеке çапла хатĕрлемелле. Ыраш çăнăхне вĕри шыв ямалла та тăвар ярса лайăх хутăштармалла. Ку мелпе тăвар шывĕ хатĕрлеме 10 литр шыв валли 200 грамм ыраш çăнăхĕ тата 2 апат кашăкĕ тăвар кирлĕ. Пылак рассол хатĕрлес текенсен 10 литр шыва 400 грамм сахăр песукĕ, 600 грамм пыл, 3 апат кашăкĕ тăвар ярса вĕретмелле те кăшт сивĕнсен ăна ятарлă савăтсене тултарнă пан улми çине хушмалла. Пан улмисене ывăспа пусăрăнтарса тăвар шывĕ хушнă савăтсене ярса сивĕ вырăна вырнаçтармалла. 1,5 уйăхран йÿçĕтнĕ пан улми çиме хатĕр пулать. Çак çимĕçри витамин сирĕншĕн хĕл кунĕсенче вырăнлă пуласси пирки никамăн та иккĕленÿ çук.
Алиса ИВАНОВА. Оринин территори пайĕ.
Сентябрь 2026 |
