17 пин ҫын ҫулленхи ҫемье тӳлевне илнӗ
2026 ҫулхи июнь уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Республикинчи икӗ е ытларах ачаллӑ чылай ҫемье ҫулленхи ҫемье тӳлевне илет. Ҫапла вара патшалӑх пӗлтӗр тӳленӗ тупӑш налукӗн пӗр пайне каялла тавӑрса парать. Тӳлевсен пӗтӗмӗшле сумми 450 млн тенкӗрен те иртнӗ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ пулӑшу мелне пурнӑҫа кӗртесси пирки Правительство ҫуртӗнчи эрнесерен иртекен планеркӑра каларӗҫ. «Ҫемьери ҫулленхи тӳлев патшалӑх паракан хушма пулӑшу пулса тӑчӗ, пӗтӗмӗшле бюджета ӳстерчӗ. Ҫакӑн пек мелсене тухӑҫлӑ пурнӑҫлани кӑна мар, вӗсен проактивлӑхне малалла аталантарни те пӗлтерӗшлӗ, ҫынсене саккунпа тивӗҫлине илме ҫӑмӑлрах пултӑр», – тесе палӑртрӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Тӳлеве кашни ашшӗ-амӑшне уйрӑммӑн параҫҫӗ, вӑл социаллӑ пулӑшӑвӑн ытти мелне улӑштармасть. Унӑн тӗп шухӑшӗ – иртнӗ ҫул уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илнӗ налука стандартлӑ 13 процент вырӑнне 6 процент чакарнӑ ставкӑпа шутласа пани. Ытларах тӳлени ҫемьене таврӑнать. Налука тавӑрса парассине официаллӑ майпа ӗҫлекен ашшӗ-амӑшӗ, усрава илекенсем, опекунсемпе попечительсем тивӗҫме пултараҫҫӗ. Тӳлеве 18 ҫула ҫитмен ачасем валли, мӑшӑрланман куҫӑмсӑр майпа вӗренекен студентсем валли 23 ҫула ҫитиччен пӑхса хунӑ. Кун пек чухне ҫемьен ҫын пуҫне тивекен вӑтам тупӑшӗ пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫерен 1,5 хут ытла пулмалла мар. Чӑваш Республикинче ку ҫын пуҫне 23 142 тенкӗ пулать. Ҫавӑн пекех ҫемье пурлӑх енӗпе палӑртнӑ критерисене тивӗҫтернине тата алимент парӑмӗ ҫуккине шута илеҫҫӗ. Пулӑшу илессине май килнӗ таран меллӗ тӑвас тесе процедурӑна ансатлатрӗҫ: справкӑсем пухма кирлӗ мар, пӗр заявлени пани те ҫителӗклӗ. Пур процеса та цифра формачӗпе Соцфондӑн пӗрлехи платформинче пурнӑҫлаҫҫӗ. Система ведомствӑсенчен даннӑйсене хӑй тӗллӗн ыйтать, йышӑну кӑларать. Ҫавна пула заявкӑна хатӗрлемелли вӑтам срок 4 кун таран чакнӑ. Укҫа вара счет ҫине ырланӑ хыҫҫӑн 2-3 кунранах куҫать. Социаллӑ фондӑн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн управляющийӗ Валерий Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, заявлени ҫыракансенчен 99 проценчӗ ытла ӑна патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ электронлӑ майпа панӑ. Ҫавӑн пекех заявление МФЦра е Социаллӑ фондӑн клиент службисенче ҫырса хатӗрлеме пулать. Ведомство ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, вӑтамран кашни ҫемье хӑйӗн бюджетне 27 пин тенкӗлӗх пуянлатнӑ. Хальлӗхе республикӑра пурӑнакан 17 пин ҫын тӳлев илнӗ. Тӳлев илме заявлени ҫырмалла, ӑна иртнӗ кашни ҫулшӑн параҫҫӗ. Ҫавӑнпа 2025 ҫулхи тӳлеве каялла тавӑрас тесен заявление 2026 ҫулхи сентябрӗн 30-мӗшӗччен памалла.
Сентябрь 2026 |
