Чӑваш Ен ҫапла сасӑларӗ

Категория: Общество Опубликовано: 24.09.2026, 08:26 Просмотров: 25

Патшалӑх Думин деп утачӗсен суйлавӗ Сентябрь уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Суйлав комиссийӗн 150-мӗш ларӑвӗ иртнӗ.

Комисси Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн тӑххӑрмӗш созыври Патшалӑх Думин депутачӗсен суйлавӗн кӑтартӑвӗсене пӗр мандатлӑ икӗ суйлав округӗпе палӑртнӑ тата республика территорийӗнчи федераци суйлав округӗпе сасӑланине пӗтӗмлетнӗ. Суйлавҫӑсен 60,80% суйлава хутшӑннӑ: сасӑлама 551 166 ҫын пынӑ, ҫав шутра дистанциллӗ электронлӑ сасӑлавпа 17,77% усӑ курнӑ. Чӑваш Республики – Чӑваш Ен – Канаш 42-мӗш пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн тӑххӑрмӗш созыври Патшалӑх Думин депутатне суйланӑ тесе «СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ» партирен регистрациленнӗ кандидата Анатолий Аксакова йышӑннӑ. Уншӑн 125 203 суйлавҫӑ сасӑланӑ, е 45,31%. Чӑваш Республики – Чӑваш Ен – Шупашкар 43-мӗш пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн тӑххӑрмӗш созыври Патшалӑх Думин депутатне суйланӑ тесе «ЕДИНАЯ РОССИЯ» партирен регистрациленнӗ кандидата Алла Салаевăна йышӑннӑ. Уншӑн 137 113 суйлавҫӑ сасӑланӑ, е 50,59%. Федераци суйлав округӗпе Чӑваш Республикин территорийӗнче суйлавҫӑсен сассисем ҫапла пайланнӑ:

  • «ЕДИНАЯ РОССИЯ» парти – 50,18% (276 199 сасӑ);
  • КПРФ – 18,17% (100 019 сасӑ);
  • «НОВЫЕ ЛЮДИ» парти – 9,01% (49 577 сасӑ);
  • ЛДПР – 8,21 % (45 166 сасӑ);
  • «СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ» парти – 6,10% (33 578 сасӑ);
  • ПАРТИЯ ПЕНСИОНЕРОВ – 3,64% (20 046 сасӑ);
  • Раҫҫейри «ЗЕЛЕНЫЕ» экологи партийӗ – 1,06% (5 819 сасӑ);
  • КОММУНИСТЫ РОССИИ – 0,95% (5 216 сасӑ);
  • «Партия прямой демократии» политика партийӗ – 0,29% (1 591 сасӑ).

Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн деп утачӗсен суйлавӗ Сентябрь уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Суйлав комиссийӗн 151-мӗш ларӑвӗ иртнӗ.

Чӑваш Республикин суйлав комиссийӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн саккӑрмӗш созыври депутачӗсен пӗрлехи суйлав округӗпе суйланин кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ тата суйлавӑн пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӗсене палӑртнӑ. Пӗрлехи суйлав округӗпе суйлавҫӑсен сассисем ҫапла пайланнӑ:

«ЕДИНАЯ РОССИЯ» парти – 49,13% (269 267 сасӑ);

КПРФ – 18,93% (103 765 сасӑ);

ЛДПР – 8,47% (46 428 сасӑ);

«НОВЫЕ ЛЮДИ» парти – 10,05% (55 062 сасӑ);

«СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ» парти – 6,33% (34 698 сасӑ);

ПАРТИЯ ПЕНСИОНЕРОВ – 5,14% (28 168 сасӑ).

Регистрациленӗ кандидатсен ултӑ списокӗ те сасӑлава хутшӑннӑ суйлавҫӑсен 5 е ытларах процентне илнӗ, вӗсене депутат мандачӗсене валеҫме ирӗк панӑ.

Депутат мандачӗсене ҫапла пайланӑ:

«ЕДИНАЯ РОССИЯ» парти – 13 мандат;

КПРФ – 4 мандат;

«НОВЫЕ ЛЮДИ» парти – 2 мандат;

ЛДПР – 1 мандат;

«СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ» парти – 1 мандат;

ПАРТИЯ ПЕНСИОНЕРОВ – 1 мандат.

Пӗр мандатлӑ 22 суйлав округӗпе суйлав кӑтартӑвӗсене округри суйлав комиссийӗсем палӑртнӑ. Пӗр мандатлӑ мӗнпур 22 суйлав округӗнче депутатсене суйланӑ. 9-мӗш пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе (кунта Муркаш округӗ те кӗрет – редакци) суйланӑ: Угаслов Николай Федорович («ЕДИНАЯ РОССИЯ» парти). Ҫапла вара Чӑваш Республикин саккӑрмӗш созыври Патшалӑх Канашне пур 44 депутата та суйланӑ: 22-шӗ пӗрлехи суйлав округӗпе, 22-шӗ пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе.

Пичете Чӑваш Республикин Суйлав комиссийӗн материалӗсемпе хатӗрленӗ

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4