«Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ Ольга Петрова республикăри «Чăваш Енти çулталăк воспитателĕ – 2026» конкурсра çĕнтерчĕ, Чăваш Республикин чысне Раççей Федерацийĕ шайĕнче хÿтĕлеме тивĕçлĕ пулчĕ.
Мускавра «Раççейри çулталăк воспитателĕ – 2026» конкурсăн пĕтĕмĕлетÿ тапхăрĕ старт илчĕ. Çак площадкăра çĕршывăн чи пултаруллă 86 педагогĕ тĕл пулĕ. Вĕсем шкулчченхи çĕнĕ вĕренÿ технологийĕ пирки калаçĕç, ку тĕлĕшри пĕр-пĕрин опычĕпе паллашĕç.
Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре пирĕн региона хÿтĕлеме Ольга Петрова вăрăм çула тухрĕ. Мероприяти виçĕ куна тăсăлать, çав вăхăтра вĕсем ашшĕ-амăшĕпе ĕçлĕç, ачасемпе уçă урок ирттерĕç, виççĕмĕш кунĕ пĕтĕмлетÿ пулĕ.
Ольга Германовна, ăнăçу сунатпăр сире.
Роза ИЛЛА РИОНОВА.
Сентябрь 2026 |
