Ыран – «Наци кросӗ»

Категория: Общество Опубликовано: 24.09.2026, 08:19 Просмотров: 23

Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ» чупу кунӗ шайӗнче Муркаш округӗнче спортӑн тава тивӗҫлӗ мастерне, Олимп чемпионкине Валентина Егоровӑна халалласа ҫӑмӑл атлетика кросӗ иртет.

Спорт уявне савӑнӑҫлӑн 11 сехетре уҫма палӑртнӑ, ӑмӑртусем 11 сехет те 30 минутра пуҫланаҫҫӗ. Ӑмӑртусем Муркаш ялӗн стадионӗнче иртеҫҫӗ. Чупу программине ӳсӗм категорийӗсене шута илсе хатӗрленӗ.

Предприятисен, учрежденисемпе организацисен ертӳҫисем, ҫавӑн пекех 2017 ҫулта ҫуралнӑ тата кӗҫӗнрех ачасем 500 метрлӑ дистанцие чупӗҫ.

2015 – 2016 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасемпе хӗр ачасем валли 1 ҫухрӑм тӑршшӗ трасса пӑхса хӑварнӑ.

2013 – 2014 ҫулсенчи яшсем 2 ҫухрӑм чупӗҫ, ҫав ӳсӗмри хӗрсем – 1 ҫухрӑм.

2011 – 2012 ҫулсенчи яшсем 3 ҫухрӑм, хӗрсем 2 ҫухрӑм дистанцие тухӗҫ.

2009 – 2010 ҫулсенчи яшсем 3 ҫухрӑм, хӗрсем 2 ҫухрӑм дистанцие тухӗҫ.

2008 ҫулта ҫуралнӑ тата аслӑрах арҫынсем 2 ҫухрӑм чупӗҫ, ҫак категорири хӗрарӑмсем – 1 ҫухрӑм.

40 – 50 ҫулсенчи арҫынсемпе хӗрарӑмсем пӗр пек дистанцире – 1 ҫухрӑмра тупӑшӗҫ.

Чи кӗске дистанци – 500 метр – 50 ҫултан пуҫласа арҫынсемпе хӗрарӑмсене, 55 ҫултан пуҫласа хӗрарӑмсене, ҫавӑн пекех 60 ҫултанхи арҫынсене кӗтет.

Старта тухакансен медицина справки пулмалла.

Спорт уявне пурне те йыхравлатпӑр!

Йӗркелӳ комитечӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4