Ытлашши тÿленĕ укçана каялла тавăрнă

Категория: Общество Опубликовано: 24.09.2026, 10:07 Просмотров: 26

Муркаш район прокуратури юридици сăпачĕ полицин районти пайĕ тĕлĕшпе çырнă заявление пăхса тухнă. Тĕрĕслев çакна палăртнă. Юридици сăпатне маларах вăл РФ КоАПĕн 18.17 статьян 1 пайĕнче палăртнă йĕркене пăснă тăрăх административлă яваплăха кĕртнĕ, 400 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăну пулнă.

Юридици сăпачĕ штраф укçине постановлени саккунлă вăя кĕнĕ хыççăн 3 кунтан тÿленĕ. Район сучĕн йышăнăвĕнче юридици сăпачĕн штраф укçине çăмăллăх мелĕпе тÿлеме май пуррине палăртнă. Анчах та полицин районти пайĕ юридици сăпачĕ ытлашши тÿленĕ укçана каялла тавăрма май пуррине хирĕçленĕ. Çакă саккун йĕркипе килĕшсе тăман. Çитменлĕхе сирес тĕлĕшпе район прокуратури полицин районти пайĕн ертÿçи ячĕпе представлени тăратнă. Çавна май Чăваш Республикин ШĔМ финанспа тивĕçтерекен центрне штрафăн ытлашши пайне каялла тавăрса пама заявленипе тухнă. Çак вăхăт тĕлне 200 пин тенкĕ укçана юридици сăпатне каялла тавăрса панă.

Эдуард СОКРАШКИН, район прокурорĕ, юстици советникĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4